Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта Роберт Миннуллин поэта халалласа асăну хăми уçӗç

Ăна Тутарстанăн шӗкӗр хулинчи Лев Толстой урамӗнчи 16А çурт фасачӗ çине вырнаçтарасси çинчен калакан хушăва ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин алă пуснă.  

«Тутарстан Республикин халăх поэчӗн, Г.Тукай ячӗллӗ ТР патшалăх премийӗн лауреачӗн Роберт Мугаллимович Миннуллинăн астăвăмне ӗмӗрлетес тӗллевпе Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗ Тутарстан Республикин Культура министерствин, Тутарстан Республикин Писательсен союзӗн мемориаллă асăну хăми вырнаçтарас сӗнӗвне пурнăçа кӗртес тесе йышну тăвать», - тенӗ документра.

Асăну хăми çинче вырăс тата тутар чӗлхисемпе çак çуртра поэт 2000-2020 çулсенче пурăннă тесе çырса хурӗç.

Роберт Миннуллин сăввисене чăвашла Юрий Сементер, Раиса Сарпи тата ыттисем куçарнă. Лайăх çынччӗ. Шел, нумай пурнаймарӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев