Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта «Содействие занятости» ятлă федераллă проект шайӗнче вӗренӳ пуçланать

Проекта хутшăнма «Работа в России» порталта регистрациленмелле те килӗшнӗ программăна суйламалла

Майăн 11-мӗшӗнче «Содействие занятости» ятлă федераллă проект шайӗнче вӗренӳ пуçланать. 50 çултан иртнӗ Тутарстансем, декретри аннесем тата шкул ачисен килте ларакан амăшӗсем «Бухгалтерский учет и отчетность в коммерческих организациях» енӗпе вӗренме тытăнаççӗ.

Занятисем РФ Президенчӗ ҫумӗнчи халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин академийӗн филиалӗнче пуçланаççӗ. Кăçал ку программăпа çакăнта пурӗ 1370 çынна вӗрентсе кăларасшăн.

ТР Ӗç министерствин информацийӗпе1 çул хушшинче 4 000 ытла çын вӗренсе тухмалла. «Содействие занятости» федераллă проект «Демография» проект шайӗнче пурнăçланать. Çак проекта ӗçлекен çынсен йышне пандемия пуçланас умӗнхи кăтартусем патне çитерме йӗркеленӗ. Вӗренни халăха ӗçе хăвăртрах вырнаçма пулăшӗ.

Проекта хутшăнма «Работа в России» порталта регистрациленмелле те килӗшнӗ программăна суйламалла.

Татар-информ архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев