Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта тӗрлӗ халӑхсен чӗлхисемпе докладсем вуларӗҫ

Анне чӗлхине хӳтӗлекен тӑван киле хӳтӗлет, Тӑван Ҫӗршыва упрать". ТР Вӗрентӳ министерствинчи Наци вӗрентӗвӗн управленийӗн Пуҫлӑхӗн Л. М. Ахметзянован конференцие уҫнӑ чухне каланӑ ҫак сӑмах чӳкӗн 29-мӗшӗнче Хусанти нумай чӗлхеллӗ гимназире иртнӗ пысӑк ӗҫӗн эпиграфӗ пек пулса тӑчӗҫ. Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен чӗлхисемпе шкул ачисем вулав ирттерчӗҫ, наукӑпа практика конференцийӗ кӑҫал 6-мӗш хут иртет. Ытти тӗп чӗлхесен хушшинче чӑвашла доклад тӑвакансем те пулчӗҫ. Пурӗ 14 тӗпчев ӗҫӗпе паллашмаллаччӗ жюрин, анчах та ачасенчен ҫурри ҫеҫ конференцие килейнӗ. Ҫапла комисси Ҫӗпрел районӗнчи Ҫӗнӗ Йӗлмелӗнчен килнӗ Анастасия Казаковӑн "И.Я.Яковлев калавӗсен, И.А.Крылов юптарӑвӗсен тата Л.Н.Толстой юмахӗн ҫыхӑнӑвӗ" докладне итлерӗ. Ыйтусем пачӗ. Шкул ачисем кашнийӗ интерактивлӑ доска умне тухса слайдсем тӑрӑх тӗпчевӗсемпе паллаштарчӗҫ. Чӑваш Ҫӗпрелӗнчи шкулта 11 классра вӗренекен Светлана Кочуровӑна та итлеме интереслӗччӗ, вӑл питӗ анлӑ темӑна калӑплама тӑрӑшрӗ: " Чӑваш литературинчи тӗп сӑнарсен шӑпи". Тӗслӗхӗсене Светлана ытларах Тутарстанра ҫуралнӑ чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсенчен илсе кӑтартрӗ. Ҫӗнӗ Упири тулли мар вӑтам шкулта 7 - мӗш класра вӗренекен Тимофей Марков хальхи саманари ача пурннӑҫӗнче вӑйӑсем мӗнлерех вырӑн йышӑнни ҫинчен интереслӗ каласа пачӗ. Ялӗнче пысӑк тӗпчев ӗҫӗ илсе пынӑ вӑл. Таблицӑна тантӑшӗсем вылякан вӑйӑсене, ашшӗсем пӗчӗк чухне, аслашшӗсем пӗчӗк чухне вылянӑ вӑйӑсене кӗртнӗ. Тӗпчевҫӗ кашни вӑййӑн йӗркисене вӗреннӗ, кӑтартса-ӑнлантарса пачӗ. Кусналла жюри членӗсем те выляса пӑхрӗҫ. Хурӑнвар-Шӑхалӗнчи шкул представителӗ Дарья Сандиярова хӑйӗн тӗпчевӗнче чӑвашсем пӗр-пӗринпе тӗлпулсан мӗнлерех саламлани пирки каласа пачӗ. Ҫӗпрел делегацийӗ интереслӗ темӑсем суйласа илнӗ, наука ертӳҫисем вӗсемпе нумай ӗҫлени сисӗнчӗ. Аксу районӗнчи Савгачевори шкулта вӗренекен Анна Никифорова Шуршӑл тӑрӑхӗнчи топонимсене аксурисемпе танлаштарса пӑхрӗ. Теччӗ районӗнчи Пухтелӗнче вӗренекен Эвелина Торгашова тутар, чӑваш, вырӑс халӑхӗсен аслӑ поэчӗсен пӗрешкел сӑввисене танлаштарчӗ, вӗсенчи пӗр шух*ша палӑртма тӑрӑшрӗ. Шел, жюри ыйтӑвӗсем ҫине хуравлама тытӑнсан, 9-мӗш клас хӗрачи питӗ хумханчӗ. Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ вӑтам шкул вӗренекенӗ Алина Иванова лингвокультурологи тишкерӗвӗ туса кӑтартрӗ. Кӑтра тата пӗтре сӑмахсем тавра пулчӗ унӑн тӗпчевӗ. Шкул ачисем хӑйсен шухӑшӗсене еплерех хӳтӗленине те курма май пулчӗ. Шел, пурте тивӗҫлӗ шайра тума пултараймарӗҫ ҫакна.

Шкул ачисем хӑйсен тӗпчев проекчӗсене хӳтӗлерӗҫ. Тӑван чӗлхепе. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев