Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта Тутарсен пӗтӗм тӗнчери конгресӗн VIII съезчӗ иртет

Делегатсем нумай пулнипе мероприятин пленарлă пайӗсене «Казань-Экспо» курав центрăн залӗнче ирттереççӗ. Чи пысăк делегаци Пушкăртстан Республикинчен хутшăнать – 136 делегатпа хăна. Танлаштарушăн, Чăваш наци конгресӗн пӗлтӗрхи съездне Тутарстанран 4 делегат çеç кӗртнӗччӗ.

Тӗлпулăва 34 çӗршыври тутарсен делегачӗсем хутшăнаççӗ, çавăн пекех пӗрремӗш хут Перуран. Раççей регионӗсене илес пулсан, Новгородпа, Хакасири тутарсем çакнашкал форумсенче пӗрремӗш хут. Пурӗ  1500 делегатран арçынсем хӗрарăмсенчен кăшт нумайрах. Вӗсен хушшинче 5 Раççей Геройӗ, çичӗ Олимп чемпионӗ, 44 профессор. 

Проблемисем тутарсен чăвашсенни пекех ахăр, наци аталанăвăн ыйтăвӗсене ытларах чухне аслă çулти çынсен татса пама тивет. Съезда хутшăнакансен вăтам çулӗ 49-па танлашать. Чи ватă хутшăнакан Киргизирен килнӗ 88-ти Лерон Сайдашев, чи çамрăкки – Донбассран килнӗ 18-ти Дамир Брагин.                          

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев