Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта Тутарстанри ЧНКА Конференцийӗ иртет

Чӑвашсем организацин Уставне улшӑнусем кӗртрӗҫ

Вӑл 15:00 сехетре пуҫланчӗ. Пандемиине пула пуху ӗçне 25 районтан тата Хусантан 57 делегат хутшӑнать. Кашни районтан – икшер.
Хӑйӗн отчетӗнче автономи ертӳҫи Дмитрий Самаренкин юлашки ҫулсенче туса ирттернӗ ӗҫсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Сӑмахран, Кайпӑҫ, Ешӗлвар, Мензелинск районӗсенче ҫӗнӗ чӑваш культура центрӗсем йӗркеленнӗ. Ҫарӑмсан, Аксу, Ҫӳльту, Менделеевск районӗнче, Хусанта ЧНКЦсен ертӳҫисем улшӑннӑ.
Председатель сӑмахӗсемпе, Пӑва, Теччӗ, Аксу, Нурлат, Аксу, Лениногорск, Ҫӳльту районӗсенчи, Ҫырчалли хулинчи чӑвашсем хастар ӗҫлеҫҫӗ. Ыттисен те, уйрӑмах Елабугӑпа Ешӗлвар хулисенче пурӑнакан чӑвашсен те хастартрах пулмалла.

Самаренкин ҫывӑх вӑхӑтри плансемпе те паллаштарчӗ.
2021-22 ҫулсенче кашни районта отчетпа суйлав конференцийӗсем иртмелле. Тӑван чӗлхесемпе халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне халалласа ТР ЧНКА "Юрла чӑвашла" ятлӑ интернет-конкурс пуҫарма йышӑннӑ. Тӗплӗнрех каярах ҫырса пӗлтерӗпӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев