Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта йӗлтӗр ҫине вунсакӑр пин ҫын тӑрӗ

Гонкӑна хутшӑнас текенсемшӗн нимӗнле чару та ҫук, врачран справка-допуск кӑна кирлӗ. Хусансен "Раççей йӗлтӗр йӗрне" хутшӑнас тесен регистрациленсе старт комплектне илмелле

Пӗтӗмраҫҫейри «Лыжня России 2021» тата «Лыжня Татарстана 2021» массӑллӑ гонкӑна республикӑри 200 пине яхӑн ҫын тухӗ. 
Февралӗн 13-мӗшӗнче Тутарстанӑн хулисемпе районӗсенче Пӗтӗмраҫҫейри «Лыжня России 2021» тата «Лыжня Татарстана 2021» массӑллӑ гонка иртет. Унта профессионал-спортсменсем те, хӗллехи спорт тӗсне кӑмӑллакансем те хутшӑнма пултараҫҫӗ.
"Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ" темиҫе теҫетке ҫул  тӑршшӗпе чи массӑллӑ спорт тӗсӗ пулса пырать. Ҫулсерен вӑл ҫӗршывӑн спорт пурнӑҫӗнчи паллӑ пулӑм пулса пырать.
Гонкӑн тӗп старчӗ Тутарстанра Юдино поселокӗнчи "Локомотив" стадионра пулать. Хутшӑнакансем валли виҫӗ дистанци хатӗрлеҫҫӗ: 3, 5 тата 10 километр. Ӑмӑрту ирхине саккӑртах пуҫланать, началтниксем дистанцине ятарлӑ ушкӑнпа 12:00 сехетре тухаҫҫӗ. Вӗсем икӗ километра чупӗҫ.
Хусанта кӑҫал 18 пин йӗлтӗрҫе кӗтеҫҫӗ. Гонкӑна хутшӑнас текенсемшӗн нимӗнле чару та ҫук, врачран справка-допуск кӑна кирлӗ. Хусансен "Раççей йӗлтӗр йӗрне" хутшӑнас тесен регистрациленсе старт комплектне илмелле. Ҫакна февралӗн 12-мӗшӗччен Хусанти Тӗп стадионӑн иккӗмӗш хутӗнче тума пулать. Врач ҫырса панӑ справкӑна кӑтартсан, ӑмӑртӑва хутшӑнакана кӑкӑр ҫинчи номер тата ятарлӑ калпак параҫҫӗ. Старт комплекчӗсем паракан комисси 9.00 сехетрен пуҫласа 17.00-чен ӗҫлет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев