Сувар

Хусанти 154 шкулта тата 304 ача садӗнче ятарлă охраннӑй сигнализаци лартаççӗ

Кӑҫал Хусанти 154 шкулта, 304 ача сачдӗнче тата 20 культура учрежденийӗнче ятарлӑ охраннӑй сигнализаци лартаççӗ. Вӗренӳ организацийӗсен хӑрушсӑрлӑхне хăпартма 1,5 миллиард тенкӗрен ытларах укçа параççӗ.

Хусан мэрийӗн пресс-службин информацийӗ тӑрӑх кӑҫал 376 объект картисене, калинккисене, хапхисене юсама шутланă. 146 ҫуртӑн пӗрремӗш этажӗсенче сыхламалли пӳлӗмсем туса хурӗҫ, унта видеонаблюдени, сигнализацилемелли тата пӑшӑрхануллӑ пӗлтерӳсем памалли хатӗрсем вырнаҫтарӗҫ.

Реклама

Унсӑр пуҫне 13 вӗренӳ организацийӗсемпе икӗ культура учрежденийӗнче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн тытӑмӗсене ҫӗнетӗҫ. ЧС ҫумӗнчи васкавлӑ пӗлтерӳ тытӑмне 103 шкул тата 319 ача ҫурчӗсенче, ҫавӑн пекех культурӑн 11 объектӗнче, 10 спорт учрежденийӗнче тата 1 сывлӑха ҫирӗплетмелли лагерьте йӗркелеҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: