Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанти автобуссенче маскӑсӑр ҫӳрекенсене антарса хӑвараҫҫӗ

Шӗкӗр хулари обществолла транспортӑн 30 чарӑнӑвне тӗрӗслекенсем тухнӑ

Транспортра 35 ҫын маскӑсӑр ларса пыма хӑтланнӑ, тесе пӗлтернӗ Тутарстанӑн тӗп хулинчи Транспорт комитетӗнчен.

ТР Транспорт министерствин, Патшалӑх технадзор управленийӗн тата асӑннӑ комитетӑн ӗҫченӗсем 358 автобус, трамвай, троллейбус тӗрӗсленӗ.
Специалистсем транспортпа ҫӳремелли йӗркене пӑснӑ 35 ҫынна тытса чарнӑ. 34 пассажир асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн тӳрех маскисене тӑхӑннӑ, пӗрин обществолла транспортран тухма тивнӗ.
Автобус-трамвайсенче маскӑсӑр пуринчен те ытларах студентсемпе пӗчӗк ачаллӑ аннесем ҫӳреҫҫӗ. Пӗрремӗшсем эпир чирлеместпӗр тесе шутлаҫҫӗ, иккӗмӗшӗсем ачана маска тӑхӑнтартмалла мар тесе.

Вера АЛЕКСАНДРОВА сӑнӳкерчӗкӗсем 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев