Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанти чи пысӑк телевизорпа Раҫҫейпе Турцин вӑййине кӑтартӗҫ

Матч умӗн куракансене анлӑ кану программи кӗтет

 Ку вырсарникун футболпа Нацисен Лигин матчӗ иртет. Раҫҫей сборнӑйӗ Турципе тӗлпулать. Пирӗн болельщиксен Раҫҫей сборнӑйӗн вӑййине октябрӗн 11-мӗшӗнче "Ак Барс Аренӑра" курма май пур.

Стадион чаши ҫинче вырнаҫтарнӑ экранпа тӳрӗ эфирта Раççей сборнӑйӗшӗн чи пӗлтерӗшлӗ матча курма май пулать.
Болельщиксене анлӑ кану программи кӗтет: Виктор Гусевпа пӗрле комментатор пулса пӑхма, Раҫҫей сборнӑйӗнче вылянӑ Алексей Смертинпа Дмитрий Сычевран автограф илме, Раҫҫей сборнӑйӗ алӑ пуснӑ майкӑсемпе мечӗксене выляса илме, Мускаври "Лев Яшин ячӗллӗ Динамо" стадионра вылякан Раҫҫей сборнӑйӗпе телекӗпер ҫыхӑнӑвне тухма май пулать.
Унсӑр пуҫне матч умӗн куракансене "Братья Гримм" ушкӑнӑн онлайн-концерчӗ кӗтет тата "Авторадиори"  Мурзилки Live студийӗн хӑнисемпе тӳрӗ эфир.
"Ак Барс Аренӑна" тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ, анчах билетпа. Билетсене  matchday.rfs.ru сайтра илмелле.
Программа 20:30 пуҫланать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев