Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанти Чӑваш наципе культура центрӗн ҫӗнӗ ертӳҫӗ

Коронавирус пандемийӗ кӑштах центр планӗсене улӑштарчӗ

 Хусанти Чӑваш наципе культура центрӗн хастарӗсем паян ҫӗнӗ ертӳҫине суйларӗҫ. Нумай ҫул пӗрлӗхе ертсе пыракан Валерий Казаков урӑх региона ӗҫлеме куҫнине пула тума тиврӗ ҫак йышӑнӑва.

Пухӑва ТР ЧНКА Ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи Владимир Иванов ертсе пычӗ. Вӑл кӗскен Хусанти ЧНКЦ ӗҫне хак пачӗ.
Иртнӗ ҫулсенче унӑн пайташӗсем хулари наципе культура мероприятийӗсене хастар хутшӑнчӗҫ, халӗ те хутшӑнаҫҫӗ. С.В.Садыкова ертсе пыракан "Салам" халӑх ансамблӗ пур уявра та малтисен ретӗнче.
Студентсемпе ӗҫлекен ҫамрӑксем хастар. Иртнӗ ҫулсенче Хусанта тӑтӑш чӑваш дискотекисем пулчӗҫ.
Аслисем валли спектакльсемпе паллӑ чӑваш артисчӗсен концерчӗсем иртрӗҫ. Пӗчӗккисем валли ҫулсерен Чӑрӑш уявӗ ирттернӗ.
Хусанти ЧНКЦ пуҫарнипе П.П.Хусанкай ячӗллӗ литература премине Тутарстанри чӑваш ҫыравҫисене хавхалантарма параҫҫӗ.
Коронавирус пандемийӗ кӑштах центр планӗсене улӑштарчӗ. Апла пулин те Туслӑх Ҫуртӗнче Чӑваш вырсарни шкулӗ онлайн-уроксем сахал мар ирттернӗ.
Владимир Иванов Хусанти ЧНКЦ ертӳҫи пулма ТР ЧНКА Канашӗн пайташне Константин Малышева сӗнчӗ. Пухӑннисем ҫак кандидатурӑпа килӗшрӗҫ, хирӗҫ сасӑлакан пулмарӗ.
Константин Малышев ҫитес эрнере общество ӗҫӗнчи хӑйӗн пулӑшаканӗсемпе паллаштарма шантарчӗ.
Владимир Иванов ҫавӑн пекех декабрь уйӑхӗнче ТР ЧНКА Канашӗн Отчетпа суйлав конференцийӗ иртесси пирки пӗлтерчӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра йӗркелӳ комитечĕ пухӑнса унӑн йӗркине палӑртӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев