Хусанти чӑваш центрӗн ертӳҫи коронавирусран прививка тутарнӑ
"Эпӗ кунне тӗрлӗ ҫӗрте нумай ҫынпа тӗлпулатӑп. Кайран чире камран ертрӗм-ши тесе шутласа лариччен, луччӑ малтанласа вакцинаци тӑвас терӗм. Ҫитменнине кӗркунне грипп вӑхӑчӗ пурпӗрех ҫитет, – тенӗ Константин Анатольевич журналистсене. – Халӗ прививка тума чи меллӗ вӑхӑт. Ҫулла вӗҫлениччен канма та кайса килес кӑмӑл пур".
Хусанта коронавирусран 187 000 ҫынна вакцинаци тунӑ. Ку вӑл кирлӗ хисепӗн 32 проценчӗ. Ҫакнашкал кӑтартусене Ӗҫлӗ тунтикунра Хусан хулин Сывлӑх сыхлав управленийӗн начальникӗн ҫумӗ Рамиль Мухаматдинов пӗлтернӗ.
"Эпир вакцинаци тумалли 42 пункт йӗркелерӗмӗр. Ҫав шутра суту-илӳ центрӗсен плрщадкисем, метро станцийӗсене кӗнӗ ҫӗрте. Киров тата Мускав районӗсенче вакцинаци тӑвакан мобильлӗ пункт тест режимӗнче ӗҫлет, вӑл уйрӑм графикпа ӗҫлет",– тесе пӗлтернӗ Мухаматдинов.
Ун сӑмахӗсемпе, кирлӗ иммунитет пултӑр тесен Хусанта 589 000 ҫынна вакцинацилемелле.
Хусанти чӑвашсем те вакцинацине йышлӑ хутшӑнаҫҫӗ. Вырӑнти чӑваш наципе культура центрӗн председателӗ Константин Малышев та "Спутникӑн" пӗрремӗш компонентне тутарма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев