Хусанти гаишниксем хулари çул-йӗр правилисене пăсакансене тытса чарассипе рейда тухаççӗ
ТР Патшалăх автоинспекцийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, çул-йӗрпе çӳрес правилосене пăсакансене тупса палăртассипе рейд иртет
Ыран, сентябрӗн 24-мӗшӗнче Хусанти урамсенчен пӗринче кашни водителе чарса тӗрӗслӗç. Рейд каçхине 20:00 сехетрен пуçланса 22:00 сехетчен иртет. Пӗрре мар йӗркене пăснă водительсем патне ГИБДД ӗçченӗсем уйрăмах тимлӗ пулӗç: ачасене лартса çӳрес йӗркене пăхăнаççӗ-и вӗсем, руль умне урă ларнă-и, тен правасăр çӳреççӗ-тӗр? Транспорт хатӗрӗн конструкцине юраман улшăнусем кӗртекенсене те явап кӗтет. Çул-йӗрпе çӳрес йӗркесене пăснăшăн парăннă штрафсене тӳлемен водительсен парăмӗсем пысăк пулсан, вӗсене уйрăм яваплăх кӗтет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев