Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанти гуманитари штабӗ йышăнакан таварсене Донбассран вăхăтлăх куçса килнӗ çынсене парӗ

Çынсенчен пулăшу йышăнакан гуманитари штабӗ иртнӗ канмалли кунсенче Донбассран ирӗксӗр куçса килме тивнӗ çынсене пулăшма тытăнӗ. Маларах кунта ДНРпа ЛНРа ăстама гуманитари пулăшăвӗ пухатчӗç. Çакăн çинчен ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗн çумӗ Алла Кондратьева пӗлтернӗ.

«Маларах эпир йăлтах Донбаса ăсататтăмăр, халӗ Хусана килсе çитнӗ çынсене те япаласем кирлӗ. Нимсӗр тăрса юлнă çынсене, паллах, кирлӗ япалла нумай. Хальхи вăхăтра эпир мӗн кирлине ыйтса пӗлсе план тăватпăр», – тесе палăртнă Кондратьева.

Гуманитари пулăшăвӗн штабӗ Хусанти Маяковский урамӗнчи 24А çуртра вырнаçнă, вăл 8:00 сехетрен пуçласа 20:00 сехетчен ӗçлет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев