Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанти хастар ентешсем малашне те тăван культурăшăн, халăх шăпишӗн ăс-хакăла хурса кӗрешме чарăнмӗç тетӗп

Тутарстанри чăваш çыравçисен «Шурăмпуç» журналӗн 26-мӗш  кăларăмӗ тухни хăй тӗллӗнех пӗр пысăк пулăм. Ăна алла тытсан ман çулхи ватă çынсем нумай-нумай пулăмсене аса илӗç.

Хусан ӗлӗк те, халӗ те чăваш культурин варри пулни ума тухрӗ. Вăл чăваш ăс-хакăлӗ енӗпе ӗмӗртенпех чӗмпӗрсемпе ăмăртать. Чӗмпӗр ăстисем «Атăл шевлисем» альманахăн 6-мӗш кăларăмне пичетлерӗç (1920 çултанпа тухать, ку хутӗнче «Канаш» хаçат тӗременӗ Елена Мустаева пухса тӗрӗсленӗ). Хусансем мӗнрен катăк вара? «Сувар» хаçат тӗременӗ Ирина Трифонова хальхи çыравçăсен хайлавӗсене пухса «Шурăмпуç» журнала (124 страницăллă, ăна альманах тесен тӗрӗсрех пулать) пине яхăн хисеппе кăларнă. Уççăнах каласа хăварар, çӳлтен хушнипе, нухрат панипе кăларнă кăларăмсем мар вӗсем – кашни тенкине шыраса тупса халăх умне хунă пурлăх вăл! Чăваш Республики вара вӗсен шăллӗсем шутланнă «Ялав», «Капкăн» журналсене хупса хунине шута хурсан, Чӗмпӗрпе Хусан чăвашӗсене мӗншӗн маттур тесе калас çук?!

Хусанта пичетленӗ «Шурăмпуç» журнала (1919 – 1921 çулсенче тата кайран «Сувар» хаçат çумӗнче тухнă ытти кăларăмсене, 1928 – 1932 çулсенче тавлашу хускатнă «Утăмăн» 4 кăларăмне (унта Шелепи, Рзай, Хусанкай, Ялавин, Ухсай тӗс парса тăнă), Алексей Талвир ертсе пынă вăхăтра (1965, 1967 çулсенче) тухнă «Хусан» кӗнекесене йăлтах шӗкӗлчеме тивнӗччӗ. Çавăнпа ку литература кăларăмӗ пирки каласси, мухтасси-хурласси манăн пайтах, паллах.
Анчах сăмаха унталла пăрса ярассăм çук, мӗншӗн тесен мӗн каласан та йăлт юлташла-пӗлӗшле пулса тухӗ те, тӗрӗссине вулакан ăнланаймӗ тетӗп. Кашни автора тахçантанпах паллатăп. Хăшӗ-пӗри пирки халиччен çырнăччӗ, теприсене вӗреннӗ чухнех ырланă та, ятланă та пулӗ. Эппин, ят-сум илнӗ, темиçе кӗнекепе палăрнă Николай Сорокин (унăн романӗ «Тăван Атăл» журналта пичетленет), Евгений Турхан, Нина Артемьева, Раман Иринкки, Анатолий Малышев, Елена Аксупи, Анатолий Хмыт хайлавӗсем пирки кӗскен çеç калăп, малтанхи пекех маттур вӗсем, татах пултарма вăй патăр! «Сувар» хаçатра тăтăшах пичетленсе пынă педагогсем Николай Зимин, Лидия Угахина таврапӗлӳçӗ вăрçă ачисем çинчен сăвă-калав калăпланă. Сăввине пӗчӗк поэма, пăраснине тӗрленчӗкле (очеркла) калав теме юрать. Аслă çулсенчи вулаканшăн вӗсем хăйсен пурнăçӗ çинчен пекех çырса кăтартнă, ӗçӗсемпех чуна тивеççӗ. Халӗ ватăраххисенчен нумайăшӗ хамăрăн йывăр çулсем патне таврăнать. Тӗрӗс тăваççӗ, тейӗпӗр. Вӗсемсӗр пуçне кайран пирӗн вăхăта никам та курса-ăнланса çыраймӗ. Çапах та, шкул ачи «шăтăксăр тумтиртен те кӗртсе, ыраттарса сăхтарса» колхоз утарӗнче ӗçленипе (Ухтияр Илюхин), Владимир Левуковăн ӳсӗр кочегар хăтланăвӗсем пирки каласа кайнипе, Михаил Якушевăн «Çил-тăманлă каçӗпе», çӗмӗрт çеçкине е сар кайăка хăтласа юрланипе паянхи компьютерлă вулакана хавхалантараяс çук. Литература çӳлӗкне пуянлатасси те пулмасть. Иван Актайăн «Арканнă сӗвем» повеçне ахалех «калав» тенӗ. Пур енчен те – ӗртипе, вăхăт тăсăмӗпе, сăнарсен йышӗпе – калав картинчен тухсах каять вăл. Пуплев сăлтăкӗсене, герой характерӗпе тӳрӗ килмен çăмăлттай ӳкерчӗксене чӗрсе пынă май, ăна та, ыттисене те ятарласах Константин Малышевăн «Асанне» реквиемне вуласа тухма сӗнессӗм килчӗ. Чӗлхе пиçӗлӗхӗ, шухăш анлăшӗ, сăнар ӗнентерӳлӗхӗ, сăнавсен пуянлăхӗ, ачаш кулăш ăна çăмăллатса тăрать. Унта паянхи публицистикăн ырă витӗмӗ те сисӗнет. Капла тӗслӗхсем пурри тулайри çамрăк çыравçăсенчен малашне те паллă ăстасемех тухасса шантарать.
Электронлă пӗлӳ саманинче литература пӗлтерӗшӗ тӗпренех улшăнчӗ. Паян студентсене «Отцы и дети» е «Обломов» романсене вулаттарма май килмест. Яшсем пурнăçа урăхла кураççӗ. Пурнăçӗ пачах Чалтан вăрçи хыççăнхи мар. Эппин, ХХI ӗмӗр хускатакан ӗрет-нӗсепе малти вырăна кăларма тивет. Çак самана, «пирӗн вăхăт геройӗсем» пирки пуçа ватмалла. Пур-и вăл «Шурăмпуçӗнче»? Çителӗксӗр. Иртнӗ ӗмӗр пуçламăшӗнче журнал культура, наука, истори, чӗлхе, публицистика, критика пайӗсене тытса пынă. Пурне те паллă, философиллӗ критикăсăр литература талпăнса çӗкленеймест. «Шурăмпуç» ӗлӗк кӳршӗ тутар пурнăçӗн çӗнӗлӗхӗсене сиктерсе хăварман. Паян çав ыйтусем халăха кăсăклантарма пăрахнă-им? Пăрахман. Шкулти вӗрентӳ ӗçӗ, ӳнерсен утăмӗсем ӗлӗкхи пекех çивӗч тăраççӗ. Ӳнер тенӗрен, сăмах май, ӳкерчӗксем иртнӗ ӗмӗрти «Капкăн» журналти манирлӗ, хуплашкана Сантăр Пикл ӳкерчӗкӗсене лартнă, ятне вара асăнман та... Таса литература журналӗсем авторсемпе филомансен ушкăнӗ валли пуласси патне çитрӗ. «Тăван Атăл» тӗременӗ Арсений Тарасов çыравçă тӗп журнала таса илемӗш кăларăмӗ тăвасшăн тăрăшать. Анчах ытти енӗпе журналсем пачах çук чухне çакă унăн хăватне хӗссе хурать. Яш-кӗрӗмсӗр тата шучӗ пӗчӗк журналсем хăйсене каялла лартнине йышăнмастăп. Хусанти хастар ентешсем малашне те тăван культурăшăн, халăх шăпишӗн ăс-хакăла хурса кӗрешме чарăнмӗç тетӗп.
...Çанталăк тӗтреллӗ те тăманлă пулсан та, ирхи шуçăм çуталса килме пăрахмасть. «Сувар» хаçат çумӗнчи литература кăларăмӗ те унăн тӗп тӗременӗн Ирина Трифонован çирӗп шухăшне («ӗмӗрӗ вăрăм пуласса шанатăп») тӳрре кăларса пырӗ. Эпӗ те шанатăп, Чăваш Республикин тулашӗнче пурăнакан чăвашсем малтан та, халӗ те вăй-халсăр мар, вӗсем ялава малалла йăтса кайма хăват çитерме пултараççех.

Виталий СТАНЬЯЛ.
Шупашкар.
Редакци архивӗнчи тата
В.Александрова сăнӳкерчӗкӗсем.

В.П.Станьял.

Редакцирен: Хисеплӗ Виталий Петрович! Тавах «Шурăмпуç» литература кăларăмне тӗплӗн тишкерсе тухса хак панăшăн. Тӗрӗсех çыратăр, объективлă критикăсăр литература аталанăвӗ пулаймасть. Литература паянхи самана тӗкӗрӗ пулмалла тени те тӗрӗсех. Чăн та, алăран смартфон яман çамрăксене паян иртнӗ пурнăçăн лару-тăрăвӗпе интереслентерме йывăр. Анчах, вуçех пăрса яни те тӗрӗс мар. Ку темăпа çыракан авторсене хӳтӗлесе паянхи яш-кӗрӗм те хăй ăс-тăнне историе пӗлсе калăпламалла тесе калас килет. Интереслентерме пултарнипе пултарманни вара тӗпрен автор пултарулăхӗнчен килет. Пирӗн авторсем çак задачăна пурнăçлама тăрăшрӗç тесе калас килет.
Журналта наука, культура, истори, чӗлхе тата ытти пайсем пулмалла тенипе те килӗшетпӗр. Анчах ку хутӗнче пирӗн тӗллев урăххиччӗ: «Шурăмпуç» журнала эпир ятарласа Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалларăмăр. Вăл «Сувар» хаçатăн çулталăкри ӗçӗн пӗтӗмлетӗвӗ тесен те юрать. Хаçат редакцийӗ эрнерен эрнене черетлӗ номере кăларнă вăхăтрах журнал калăплас ӗçе туса пычӗ. Пӗчӗк ушкăншăн ку питӗ пысăк ӗç пулчӗ. Анчах лартнă тӗллеве пурнăçланă, журнал ушкăнне кӗнӗ суварçăсене тăрăшуллă ӗçшӗн пысăк тав.
Тен, маларах хамăр ума тӗнчери мӗнпур чăваша тивӗçтерме пултаракан журнал кăларма тӗллев лартнă пулсан ăна çӳлерех асăннă пайсене кӗртсе вăйлатнă та пулăттăмăр. Наукăпа, культурăпа, историпе (пуринчен ытла, çав шутра кӳршӗллӗ тутар халăхӗпе) çыхăннă материалсем редакцире пур. Нумай авторшăн çак темăсем интереслӗ. Анчах пирӗн тӗллев – Тутарстанри Чăваш çыравçисен союзне кӗрекен çыравçăсене пӗчӗк те пулин тӗрев парассиччӗ, вӗсен  хайлавӗсене пичетлесе кăларасси тӗп задача пулчӗ. Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗн кăтартăвӗсенче вӗсен тӳпи те пултăр терӗмӗр. Çавă çеç. Шел пулин те, пурин те кӗнеке кăларма май çук. Çавăнпа хутран-ситрен те пулин журнал тухни вӗсене ку ӗçре пулăшу пулса тăрать.
Хуплашка çинче чăн та хамăр ентешӗн, Пăва районӗнче пурăнакан пултаруллă ӳнерçӗн Сантăр Пиклăн ӳкерчӗкӗсем. Ятне асăнман тени вара тӗрӗс мар, хуплашка çинчех (аялта) çырнă.
Вăй çитнӗ таран малашне те ку журнала кăларма тăрăшăпăр. Паллах, ун пахалăхне туптасси – пирӗн тӗп тивӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев