Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанти лавкка хуралҫине пистолетпа хӑратнӑ водителе тытса чарнӑ

Хальхи вӑхӑтра ҫак инцидент пирки тӗрӗслев пырать, ун тӑрӑх процессуаллӑ йышӑну тӑваҫҫӗ

Паян полици уйрӑмне Московски пасарӗ ҫывӑхӗнчи суту-илӳ центрӗсенчен пӗрин хуралҫи шӑнкӑравланӑ. Вӑл пӗр водитель машинине лавкка умӗнче тӗрӗс мар лартни ҫинчен пӗлтернӗ. Хуралҫӑ ӑна пырса асӑрхаттарнӑ, анчах водитель ун ҫине аэрозольлӗ пистолетпа тӗлленӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн йӗркене пӑсакан пассажирне лартнӑ та, машина лавкка умӗнчен тапранса кайнӑ. 

Йӗрке хуралҫисем автомобиле Амирхан урамӗнче тытса чарнӑ. Ӑна ухтарнӑ вӑхӑтра вӗсем машина салонӗнче «Премьер-4» пистолет тупнӑ. Пӑшала экспертизӑна ӑсатнӑ, водителе – полици уйрӑмне.

Хальхи вӑхӑтра ҫак инцидент пирки тӗрӗслев пырать, ун тӑрӑх процессуаллӑ йышӑну тӑваҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев