Метрон иккӗмӗш линине тума бюджетран тата 1 млрд тенке яхӑн уйӑрӗҫ
Ҫакна патшалӑх туянӑвӗсен сайтӗнче вырнаҫтарнӑ тендер тӑрӑх ҫирӗплетме пулать
Подряд организацине октябрӗн 25-мӗшӗнче палӑртма планланӑ. Контракт тӑрӑх ӗҫсене 2022 ҫулхи мартӑн 1-мӗшӗнче вӗҫлемелле.
Ӗҫсен заказчикӗ – ТР Главстройӗ, тӗп проектировщик – «Татинвестгражданпроект» патшалӑх унитарлӑ предприятийӗ.
Обьектӑн пӗтӗмӗшле хакӗ – 41,1 миллиард тенкӗ. Кӑҫал 1,7 млрд тенкӗлӗх виҫӗ аукцион ирттернӗ ӗнтӗ. Метрополитенӑн иккӗмӗш линине 2027 ҫулхи августра туса пӗтерме палӑртнӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев