Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанти метрора чӑвашла вагон ҫӳрет

Авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Хусанти метрора «Тӑван чӗлхесен пуйӑсӗ» ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑл ултӑ вакунран тӑрать, шалтан тата тултан наци эрешӗсемпе илемлетнӗ. Проект авторӗсем темиҫе чӗлхепе усӑ курнӑ. Вӗсен йышӗнче чӑваш чӗлхи те пур.

 Пуйӑс пассажирӗсем тутарла, вырӑсла, марилле, чӑвашла, мӑкшӑлла, удмуртла, грузинла, узбекла, азербайджанла, ытти чӗлхепе интереслӗ сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене, ытларах саралнӑ сӑмахсене вулама пултараҫҫӗ.

ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн ҫумӗн Константин Малышевӑн шучӗпе, Хусан мэрийӗн ҫакӑн пек пуҫарӑвӗ Тутарстанри халӑхсен чӗлхисене анлӑрах сарма пулӑшать. "Республикӑри Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗшӗн ку питӗ тивӗҫлӗ ӗҫ", – тенӗ Константин Анатольевич.

Палӑртмалла: чӑваш вагонӗ маршрутра ҫулталӑк вӗҫӗчченех  ҫӳрӗ.

Хыпар ҫалкуҫӗсем: chuvash.org сайт тата Хусан мэрийӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев