Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанти «Пехил» клуба йӗркелесе яраканӗ коронавирусран вилсе кайнă

Хăрушă хыпар килчӗ паян редакцине. Эпир нумай çул «Сувар» хаçат редакцийӗнче ӗçленӗ Людмила Егоровна Антиповасăр тăрса юлтăмăр.

Пултаруллă çын, вăл питӗ чăваш культурине мала ярасшăн тăрăшатчӗ. Педагогика университетӗнчи чăваш студентсене те вӗрентрӗ, чăваш хӗрарăмӗсен «Пехил» клубне йӗркелерӗ, Чăваш наципе культура автономийӗн ӗçне те хастар хутшăнчӗ.

1995 çултан пуçласа 2001 çулччен ӗçлерӗ вăл «Суварта». Кайран та редакципе çыхăнăва татмарӗ, килсех çӳрерӗ.

Пӗчен пурăнатчӗ. Коронавируспа 7-мӗш больницăна лексен трубкине тытма пăрахрӗ. Шел, пурăнмаллаччӗ-ха...  1942-2021.

«Чун туртать чăвашсем патне, хамăр чӗлхепе тулли çăварпа шакăлтатса калаçас  килет», – тетчӗ Людмила Егоровна редакцине килсе кӗрсен. Çапра асра юлӗ те.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев