Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанти "Шанупа" Шупашкарти "Ялар" фестивале хутшӑннӑ

Фестивалӗн хӑни, Евровиденине хутшӑннӑ юрӑҫ Манижа юрланӑ чухне ҫеҫ ҫын нумай пухӑннӑ

  

Авӑн уйӑхӗн 25-26-мӗшӗсенче Хусанти "Казан" ҫемье центрӗн ҫывӑхӗнче Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсен "Итиль" фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Хусан мэрийӗ пуҫарнӑ. Фестивале халӑх йӑлисене, юрри-ташшине ҫӗнӗлле кӑтартакан ҫамрӑксен ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Яш-кӗрӗм халӑх кӗввисене ҫӗнӗлле янӑратать. Ҫакна шута илсе фестивале йӗркелекенсем чӑвашсенчен Шупашкарти "Ялар" тата Хусанти "Шану" ушкӑнсене чӗннӗ.
Шел пулин те, ҫанталӑкпа ӑнсах кайман, халӑх кӑнтӑрла питӗ сахалччӗ. Фестивалӗн хӑни, Евровиденине хутшӑннӑ юрӑҫ Манижа юрланӑ чухне ҫеҫ ҫын нумай пухӑннӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев