Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанти складсенче таможенниксем 27 000 яхăн пачка сигарет асăрханă

Вӗсем çинче акциз маркисем пулман. Раççейре пӗр табак фабрики те юлман. Вӗсенче йăлтах ют çӗршыв маркиллӗ сигаретсене кăлараççӗ.

Хусанти Тихорецкая урамӗнчи икӗ складра Тутарстанри таможня ӗçченӗсем Роспотребнадзорта ӗçлекенсемпе пӗрле кирлӗ маркировкăсăр 26 950 пачка сигарет тупнă. Таварăн пӗтӗмӗшле хакӗ 1,4 млн тенке яхăн. Тупнă тавартан 8 530 пачки паллă суту маркисен ячӗсемпе пулнă, анчах та вӗсенче контрафакт йӗрӗсем палăрнă. 11 280 пачка çинче акциз маркисем пулман.

Паллах, çак тавара арестленӗ. Кирлӗ документсене Раççей Шалти ӗçсен министерствин транспортпа ӗçлекен Хусанти лини управленийӗн адресӗпе уголовнăй ӗç пуçарттарма янă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев