Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанти сывлӑш температури 1985 ҫулхи рекордпа танлашнӑ

Пӗтӗмӗшле илсен, республикӑри сывлӑш температури тунтикун -3 градусран пуҫласа +3 градуса ҫити пулнӑ

 Январӗн 25-мӗшӗнче хулари Авиастроительнӑй районӗнчи Казань-Сокол авиаци метеостанцийӗн термометрӗсем 2,7 градус ӑшӑ кӑтартнӑ. 

Унчченхи ҫак кунӑн абсолютлӑ максимумне Тутарстанӑн шӗкӗр хулинче 1985 ҫулта палӑртнӑ. Ун чухне Хусанти температура +2,4 градуса ҫитнӗ пулнӑ, тесе палӑртаҫҫӗ синоптиксем. 

Пӗтӗмӗшле илсен, республикӑри сывлӑш температури тунтикун -3 градусран пуҫласа +3 градуса ҫити пулнӑ. 

Метеорологсен кӑтартӑвӗсемпе, ыран январӗн 26-мӗшӗнче Тутарстанра ҫирӗпленнӗ аномалиллӗ ашӑ ҫанталӑк сыхланса юлать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев