Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанти Туслăх Çуртӗнче икӗ халăх поэчӗсем – Ренат Хариспа Валери Туркай – тӗл пулчӗç

«Юлашки вăхăтра Тутарстанпа Чăваш Енӗн çыхăнăвӗсем çирӗпленчӗç. Нумай пулмасть Сăр чиккине, Хусан çаврăмне чавнине паллă турăмăр пӗрле. Халь икӗ республикăн икӗ паллă сăвăçне, куçаруçине юбилейсемпе чыслатпăр», – терӗ залра ларакансене саламласа Петр Краснов, «ЧР патшалăх гуманитари наукисен институчӗ» бюджет учрежденийӗн директорӗ.  

Çак сăмахсене Петр Степанович майăн 19-мӗшӗнче Хусанти Халăхсен Туслăхӗн Çуртӗнче каларӗ. Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, ЧР Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ халăхсен хушшинчи премийӗн лауреачӗ, Тутарстан культурăн тава тивӗçлӗ деятелӗ Ренат Харис 80 çул тултарнине, Тутарстан Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Чăваш халăх поэчӗ Валери Туркай 60 çул тултарнине халалласа поэтсене саламлама пухăннă Хусанта пурăнакан тутарсемпе чăвашсем.

Чăннипе поэт-куçаруçăсен юбилейӗсем пандеми вăхăтӗнчех пулнă, анчах таврара хăрушă чир алхаснипе халь кăна чыслама пултартăмăр вӗсене. Халăхсен Туслăхӗн Çуртне Шупашкартан Чăваш Ен делегацийӗ килнӗ, Тутарстан культура министрӗн çумӗ Дамир Натфуллин пулчӗ. Вăл икӗ республикăн пурнăçланнă пӗрлехи проекчӗсене асăнчӗ, июлӗн 10-мӗшӗнче Элкел районӗнче иртес Уява та каласа хăварчӗ. «Икӗ халăхăн Ренат Магсумовичпа Валерий Владимирович пек çынсем пур чухне пирӗн культурăн пуласлăхӗ пур», – тесе вӗçлерӗ вăл. ТР вӗрентӳ тата наука министрӗн çумӗ Минзиля Закирова Р.Хариспа В.Туркай çырни-куçарнисем çамрăк ăрушăн пӗлӳ çăлкуçӗ пулса тăни çинче пусăм турӗ хăйӗн сăмахӗнче. Тутарстан Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвком ертӳçи Константин Яковлев хăйӗн ятӗнчен кăна мар, Ассамблея ертӳçин Фарид Мухаметшин ятӗнчен те  хӗрӳллӗн саламларӗ юбилярсене. Икӗ халăха пӗрлештерекен творчествăри туслăхӗшӗн тав турӗ поэтсене. 

Тутарстан Халăхсен Туслăх Çурчӗн директорӗ Ирек Шарипов  В.Туркайпа Р.Хариса саламласа мăшăрне Туркай сăввине вуласа пани, сăвă арăмне питӗ килӗшни, кайран та çак сăвва вулама ыйтни пирки каласа пачӗ.

«Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова Валерий Владимировичпа Ренат Масгумовича саламласа вулакансем вӗсен кашни çӗнӗ сăввине хапăлласа йышăнни çинче чарăнса тăчӗ. 

Паллах, литературăпа музыка каçӗнче сăмах ăстисене хăйсене те микрофон умне чӗнчӗç. Вӗсем çырнă, куçарнă сăввисене вуласа пачӗç. Валери Туркай Г.Тукайăн сăввисене тутарларан чăвашла куçарнă чух Ренат Хариспа кунне 3-4 хут çыхăнса канашланине аса илчӗ. Çак каç Г.Тукай çырнă, В.Туркай куçарнă «Тăван чӗлхе» юрра итлерӗмӗр. Ăна Çӗпрел районӗнчи Кӗçӗн Упире çуралса ӳснӗ, халӗ Шупашкарти музыка театрӗн юрăçи Валентина Двойнова юрларӗ. Пухăннисем ура çине тăрса итлерӗç.

Ренат Харис Хусанкайпа туслă çыхăну тытнине аса илчӗ (пӗрре мар тӗл пулнă вӗсем тата иккӗшӗ те Хусанти педагогика институтӗнче вӗреннӗ). Çак кунсенче К.Тинчурин ячӗллӗ Хусанти патшалăх драмăпа комеди театрӗнче лартнă «Кара пулат» (композиторӗ Эльмир Низамов) опери çинчен каласа пачӗ. Унта Пăлхар патшалăхӗн историйӗнчи пӗр тапхăра сăнланă. Пăлхар тутар тата чăваш халăхӗсен тăван çӗршывӗ пулнине аса илтерчӗ залра ларакансене.

Литература каçне юрăсем илем кӳчӗç. Пӗчӗк концерта Халăхсен Туслăх Çурчӗ çумӗнчи вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗнче вӗренекен София тата Стефания Чаркинасем, Валентина Двойнова, Эльмир Низамов хутшăнчӗç. 

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Сăнӳкерчӗксем addnt.ru сайтран.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев