Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

 Хусанти урамсенчен перне Татмедиа ертӳҫи пулнӑ ҫын ячӗпе панӑ

Вӑл ТР Пичет тата массӑллӑ коммуникацисен агентствине ертсе пынӑ вӑхӑтра "Сувар" хаҫат хӑйӗн сайтне электронлӑ хыпар хатӗрӗ пек регистрацилерӗ

Тутарстанӑн Тӗп хулинчи Советски районӗнчи ҫӗнӗ урамсенчен перне "Татмедиара" тата "Татспиртпромра" Генеральнӑй директор пулса ӗҫленӗ Ирек Миннахметовӑн ятне пама йышӑннӑ. Ҫакӑн ҫинчен калакан Постановоенине паян шӗкӗр хулан Ӗҫтӑвкомӗ йышӑннӑ. 

"Хусанти Советски районӗнчи Дубай хӑна комплексӗн ҫывӑхӗнчи ҫӗнӗ урама Ирек Заудатович Миннахметов ятне парас", – тесе ҫырнӑ документра.

Ӗҫтӑвком йышӑнӑвӗпе Ҫӗнӗ урама Хусанти адрессен планне тата урамсен ячӗсен реестрне кӗртнӗ.

Ирек Миннахметов 2020 ҫулхи мартӑн 13-мӗшӗнче 40 тултараймасӑр вилнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев