Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанти ҫурмамарафонра чӑвашсем ҫӗнтерчӗҫ

65+ категорире 21 ҫухрӑма чупса пирӗннисене ҫитекенни ҫукчӗ, пъедестала веҫех чӑвашсем йышӑнчӗҫ

Хусанти ҫурмамарафона хутшӑнакансен наци уйрӑмлӑхне те палӑртма шутланӑ кӑҫал. Республикӑри наципе культура автономийӗсем хӑйсен спортсменӗсене чӗннӗ унта. 

65 ҫултан иртнисен хушшинче эпир Анат Камӑри Владимир Тарасова (Пӑва районӗнчи Альшихрен), Леонид Петрова (Аксу районӗнчи Саврӑшпуҫӗнчен), Пӗкӗлмери Владимир Белова (Наратлӑ ялӗнчен) куртӑмӑр. Вот сана ватӑсем те! 

21 километра 1 сехет те +- 36 минутра иртсе пирӗн халӑх арҫыннисем пӗтӗм пъедестала йышӑнчӗҫ. Вӗсем ҫумне   Шупашкартан килнӗ Пётр Данилов хушӑнчӗ. Саламлатпӑр! 

Тӑтӑшах ӑмӑртусене хутшӑнакан ЧНКА хастарне тата спорт пропагандистне Владимир Белова автономи ҫӗнӗ кроссовкисем парнелерӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев