Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанти Вахитовски районӗн судӗнче «Татфондбанкăн» экс-пуçлăхӗ Роберт Мусин юлашки сăмах каланă

Патшалăх айăплавӗ экс-банкира 14 çул та 9 уйăха пӗрлехи режимлă колоние лартма ыйтнă. Унсăр пуçне прокурорсем судран Мусинăн патшалăх наградисене туртса илме тата граждансен искӗсемпе тӳлеттерме ыйтнă.

«Эпӗ хамăн ӗçсене ăнланатăп тата вӗсемшӗн явап тытма хатӗр. Эпӗ хамăн мӗн тунине веçех ăнланнă. Айăпа урăххисем çине куçарма хăтланман», – тенӗ Мусин.

Аса илтертпӗр, Мусина полномочисене ӳстернӗшӗн айăплаççӗ, вӗсене пула «Татфондбанк» арканнă. Сиене пӗтӗмӗшле 53 млрд тенкӗпе хаклаççӗ.

Патшалăх айăплавӗ экс-банкира 14 çул та 9 уйăха пӗрлехи режимлă колоние лартма ыйтнă. Унсăр пуçне прокурорсем судран Мусинăн патшалăх наградисене туртса илме тата граждансен искӗсемпе тӳлеттерме ыйтнă.

Алексей Клюкин адвокат Мусина икӗ эпизодпа йӗрлеме чарăнма ыйтнă, мӗншӗн тесен вăл ӗçсен срокӗсем тухнă. Юлнă тăватă эпизодпа хӳтӗлекен статьясен квалификацийӗсене çемçереххисемпе улăштарма ыйтнă. Çавăн пекех сиенӗн тӗрӗс хисепне палăртма экономика экспертизине ирттерме ходатайство панă. Суд ходатайствосене тивӗçтермен.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев