Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хутшӑнни те паха

Паллах, пире шкулта чăваш чӗлхине мӗнле шайра вӗрентни интереслентерет

 Ноябрӗн 23-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Чакăри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта пултăмăр. Çулçӳрев тӗллевӗ – «Сувар» хаçат пуçарнă конкурсра çӗнтернисене тата хутшăннисене хаçат ятӗнчен Дипломпа чысласси тата, паллах, ачасемпе творчествăлла тӗлпулу ирттересси. Маларах редакци ӗçченӗсем Пăвапа Теччӗ тата Аксу районӗсенче пулнăччӗ.

Кивӗ Чакăри шкулта суварçăсем кӗтнӗ хăна пулни, паллах, савăнтарать. Чăваш халăх тумне тăхăннă ачасемпе вӗрентекенсем пире алăк умӗнче çăкăр-тăварпа ыр сунса кӗтсе илчӗç. Санитари нормисене кунта çирӗп тытса пыраççӗ. Шкула ӳт температурине виçмесӗр кӗме çук, алăсене дезинфекци тумасăр та. Шкул директорӗ Айслу Шигабутдинова пӗлтернӗ тăрăх, хальхи вăхăтра кунта 73 ача вӗренет, педагогсем 19-ăн.

– Ытти шкулсемпе танлаштарсан, пирӗн шкулта ача сахал теме çук. Паллах, вунă çул каяллахипе танлаштараймăн. Пӗр çулхине пӗрремӗш класа каякан çуккипе питӗ пăшăрханнăччӗ. Ара, пуçламăш классен вӗрентекенӗ капла ӗçсӗр юлма пултарать-çке? Телее, çав çул Севастопольтен яла пӗр çемье куçса килчӗ. Вӗсен пӗр ачи шăпах пӗрремӗш класа каймалла. Çакă лару-тăрăва çăлса хăварчӗ темелле, – терӗ Айслу Ринатовна шкулпа паллаштарса. Сăмах май, Айслу Шигабутдинова директор пулса 18 çул ӗçлет. Педагог стажӗ вара 38 çулпа танлашать. ​
Уроксен хушшинчи тăхтавра ачасем линейкăна пуçтарăнчӗç. Шкулта массăлла мероприятисем ирттерме чарнипе аслă тата вăтам класрисемпе уйрăммăн тӗл пултăмăр. Хаçат ӗçӗпе, редакци шкул ачисем валли ирттерекен конкурссем çинчен кӗскен паллаштарнă хыççăн «Аслă Çӗнтерӗве 75 çул» конкурса хутшăннă вӗренекенсене чысларăмăр. Тӗрӗсрех каласан хутшăнакана. Кивӗ Чакăран пирӗн конкурса Алевтина Кадушкина кăна хайлав ярса панă. Çӗнтерӳçӗ пулмасан та хутшăнни паха. Ахальтен мар эпир Дипломсене почтăпа ярса пама мар, кайсах алăран тыттарма йышăннă. Тус-юлташсем умӗнче чыс тунине воспитани мелӗ теме те пулать. Мӗншӗн тесен ыттисене активлăрах пулма хистет. Унсăр пуçне конкурс ачасене чăваш чӗлхине юратма, хисеплеме, чӗлхе туйăмне аталантарма пулăшать. Тӗрӗссипе, Çӗпрел районӗнчи чăваш шкулӗсем конкурса хастартарах хутшăнасса шаннăччӗ. Кунта чăваш чӗлхи учителӗсен пӗрлешӗвӗ те ӗçлет. Ахăртнех, хаçатра конкурс пуçланнине вӗсем асăрхамасăр хăварнă. Иртнӗ вӗренӳ çулне дистанцилле майпа вӗçлени те витӗм кӳчӗ пулмалла. ​
Кивӗ Чакăри шкулта чăваш чӗлхипе литературин урокӗсене Нина Кадушкина ертсе пырать, 27 çул ӗçлет вăл вӗрентекенре.
– Çитес конкурссене активлăрах хутшăнăпăр, – шантарчӗ​ Нина Николаевна. ​
Айслу Ринатовна каланă тăрăх, библиотекăра чăвашла илемлӗ литература нумаях мар, çӗннисем çукпа пӗрех. Çавăнпа редакци парнеленӗ чăвашла кӗнекесене вӗсем пысăк парне вырăнне хурса йышăнчӗç.
Директор сăмахӗсемпе, вӗрентӳ шайӗпе шкул лайăххисен шутӗнче. Иртнӗ вӗренӳ çулне дистанцилле майпа вӗçленӗ пулин те ачасем пӗрлехи патшалăх экзаменӗсене парса аван кăтарту тунă. 7 выпускникран пӗри шкула медальпе вӗçленӗ.
– Вӗренсе пӗтерекенсенчен пӗри кăна малтан салтака кайса килме шут тытрӗ. Тӗп предметсемпе вăл экзаменсене аванах тытрӗ. Тепӗр улттăшӗ пурте аслă шкулсене вӗренме кӗчӗç, Ульяновскри, Шупашкарти, Хусанти университетсемпе институтсене. Пиллӗкӗшӗ бюджетах кӗчӗç. Ку çав тери лайăх кăтарту. Бюджета кӗме балсен шучӗ пысăк пулмалла. Çакă, паллах, вӗрентекенсен тивӗçӗ те. Вӗсем тăрăшса ӗçленипе ачасем пысăк çитӗнӳсем тăваççӗ, – терӗ Айслу Ринатовна. – Конкурссемпе район шайӗнчи олимпиадăсене, спорт мероприятийӗсене те активлă хутшăнаççӗ пирӗн ачасем. Ялан 1, 2-мӗш вырăнсене, уйрăмах спорт ăмăртăвӗсенче, тивӗçеççӗ. 11-мӗш класра вӗренекен Никита Моисеев Раççей шайӗнчи вырăнти хăйтытăмлăх темипе çыхăннă конкурса хутшăнчӗ. Ку эрнере конкурсăн куçăн мар турне Мускава кайса 1-мӗш степеньлӗ дипломпа таврăнчӗ. Савăнатпăр вӗренекенсем çакăн пек çитӗнӳсем тунишӗн.
Вӗрентекенсен ушкăнӗ Халăхсен хушшинчи профессилле олимпиадăра 1, 2, 3-мӗш степеньлӗ дипломсене тивӗçнӗ.
Паллах, пире шкулта чăваш чӗлхине мӗнле шайра вӗрентни интереслентерет. Директор сăмахӗсемпе, эрнере 2 сехет параççӗ чăваш чӗлхипе литературине вӗренмешкӗн. Ман шутпа, ку сахал, 3 сехетрен кая пулмалла мар пек.
Çӗнӗлӗхсем пирки калас пулсан, вăл ытларах вӗри апатлантарăва пырса тивет. Директор пӗлтернӗ тăрăх, çӗнӗ çултан апат-çимӗç поставщикӗ улшăнать. Вăл Хусантанах пулать.
– Кӗркуннехи каникулсенче иртекен шкул лагерӗнче тӗрӗслесе пăхрăмăр ӗнтӗ вӗсене. Питӗ паха апат-çимӗç, улма-çырласем чылай, пăсăлмасăр килеççӗ, докуменчӗсем те йӗркеллӗ. Малтанхи поставщик вăхăтлă кӳместчӗ, час-час пирӗн пата улма-çырла çӗрсе килетчӗ. Паллах, ку ачасене, ашшӗ-амăшӗсене те килӗшмест.​ Поставщик улшăнни апат хакне пырса тивмӗ. Хаксем мӗнле пулнă – çаплипех юлаççӗ, апат пахалăхӗ вара чылай çӳллӗ шайра, – ăнлантарчӗ шкул директорӗ.
Кивӗ Чакă шкулӗ хăй те пахча çимӗç акса ӳстерет. Айслу Ринатовна сăмахӗсемпе, хӗл каçмалăх çитет. Продукцие хăйсем туса илнӗ май, ку шкулта пахча çимӗçрен тунă салатпа улма-çырларан вӗретнӗ компот хакне шута илмеççӗ. ​

Ирина ТРИФОНОВА.
К.Романова сăнӳкерчӗкӗсем.

Тӗп редактор И.Ф.Трифонова Алевтинăпа Нина Николаевна Кадушкинăсемпе.

​ Линейкăра.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев