Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хӑйне-хӑй ӗҫпе тивӗҫтерекенсене грантсем парса хавхалантараҫҫӗ

Хальхи вӑхӑтра Хусанта 29 пин ытла самозанятый

 

Хусанта самозанятыйсем хушшинче ирттернӗ грантсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ. 50 усламҫӑ оборудование ҫӗнетме, чӗртавар туянма, рекламӑшӑн тӳлеме е вӗренме яма 100-шер пин тенкӗ илӗҫ.
Конкурс комиссийӗн пайташӗсем хутшӑнакансен пултарулӑхне тата портфолиосен пахалӑхне палӑртнӑ.
Хусан бюджетӗнчен хӑйне-хӑй ӗҫпе тивӗҫтерекенсене тӗрев пама 4,9 млн тенкӗ уйӑрнӑ. Самозанятыйсен хушшинчи пӗрремӗш конкурс кӑҫал ҫулла иртнӗ. Ун чухне хӑйне-хӑй ӗҫпе тивӗҫтерекен 79 ҫын грантсем илнӗ.
Хальхи вӑхӑтра Хусанта 29 пин ытла самозанятый регистрациленнӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вӗсен шучӗ 11,4 пин ҫынна ӳснӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев