Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хӑйне-хӑй ӗҫпе тивӗҫтерекенсене вӗрентеҫҫӗ

Проект программинче микробизнеса аталантарассипе 6 заняти иртет

Паянхи куна Тутарстанра самозанятыйсем пек 94 пин граждан регистрациленнӗ. Ҫакнашкал статуса кӗме хатӗрленекенсене валли ТР Экономика министерстви пулӑшнипе тӳлевсӗр вӗрентӳ программине хута янӑ. "Старт самозанятых" ятлӑ вӑл. Усӑллӑ пӗлӳсемпе услам ӗҫӗн хӑнӑхӑвӗсене илнисӗр пуҫне программӑна хутшӑнакансем хӑйсен ӗҫне уҫмашкӑн 50 пин тенкӗ стипенди илӗҫ.

Тӳлевсӗр вӗрентӳ программи кӑҫалхи октябрӗн 27-мӗшӗнченпе ноябрӗн 30-мӗшӗччен ӗҫлет, унта самозанятыйсем пулма хатӗрленекен е хӑйне хӑй 2020 ҫулхи август уйӑхӗнчен пуҫласа ӗҫпе тивӗҫтерекен 18-65 ҫулхи республика ҫыннисем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Проект программинче микробизнеса аталантарассипе 6 заняти иртет. Вӗсене Тутарстанри ӑнӑҫлӑ, малта пыракан усламҫӑсем тата экспертсем илсе пырӗҫ.
Вӗрентӳ пӗтӗмлетӗвӗсемпе 5 выпускник ӗҫ пуҫласа яма 50 пин тенкӗлӗх стипенди илме тивӗҫет.
Программӑна "Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательство" нацпроектӑн "Услам ӗҫӗн популяризацийӗ" регион проекчӗпе пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ.
Мӗн пур ыйтусемпе Ирина Сергина хурав пама пултарать:  +7-962-575-86-98.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев