Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Хыпар» хаçат тухма пуçланăранпа паян 115 çул çитрӗ

Хусанта никӗсленнӗ чăваш журналистикине республикăра паян «Сувар» хаçат пурнăçласа пырать. Çак кунсенче «Хыпар» 115 çул тултарчӗ пулсан, январӗн 22-мӗшӗнче «Суварăн» 1400 номерӗ тухрӗ! Икӗ хаçат паян пӗр çемьерен тухнă тăвансем евӗр.

Паян «Хыпар» хаçат 115 çулхи юбилейне паллă турӗ. 1906 çулхи январӗн 21-мӗшӗнче Хусанта тухма пуçланăскер хаçат паян чăваш тӗнчишӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ информаци хатӗрӗ пулса тăчӗ. Тутарстан территорийӗнче никӗсленнипе пирӗншӗн вăл уйрăмах пысăк пӗлтерӗшлӗ. Чăвашсем мӗнле республикăра пурăнсан та пире тăван чӗлхе, культура пӗрлештерет. Хаçат вара тӳрреммӗнех чӗлхепе культура, йăла-йӗрке управçи пулса тăрать. Хусанта никӗсленнӗ чăваш журналистикине республикăра паян «Сувар» хаçат пурнăçласа пырать. Çак кунсенче «Хыпар» 115 çул тултарчӗ пулсан, январӗн 22-мӗшӗнче «Суварăн» 1400 номерӗ тухрӗ! Икӗ хаçат паян пӗр çемьерен тухнă тăвансем евӗр.

«Хыпар» çак çулсен хушшинче аталанса пырса хăй тавра ытти хаçат-журналсене пуçтарса пӗлтерӗшлӗ те сумлă информаци агентстви - «Хыпар» издательство çурчӗ таран ӳсрӗ. Паян ун шутне «Хыпар», «Çамрăксен хаçачӗ», «Чăваш хӗрарăмӗ», «Кил-çурт, хушма хуçалăх», «Хресчен сасси», «Тăван Атăл», «Вести Чувашии», «Тантăш», «Тетте» кӗреççӗ. Издательство çурчӗн директорӗ Татьяна Вашуркина пӗлтернӗ тăрăх, хаçат-журналсен шучӗ малашне тата та ӳсмелле. Ку вăхăтра Чăваш Енӗн районӗсенчи хăш-пӗр хаçата «Хыпар» издательство çуртне  кӗртесси пырать.

Хаçатăн 115 çулхи историйӗ пуя, унăн çитӗнӗвӗсене «Хыпарта» унччен тата халӗ ӗçленисем пурте пысăк пай кӗртнӗ.Хаçата йӗркелесе янă Николай Никольскийрен пуçласа «Хыпара» хăй вăхăтӗнче Сидор Игнатьев, Гавриил Алюнов, Алексей Милли, Даниил Эльмень, Николай Ют, Демьян Семенов, Аркадий Казанов, Алексей Леонтьев тата ытти чăваш халăхӗн паллă çыннисем – политикăпа общество деятелӗсем, наука ӗçченӗсем, писательсем, поэтсем ертсе пынă.

Паян çак çăмăл мар ӗç черчен, анчах та çирӗп хӗрарăм аллинче. Татьяна Геннадиевна, «Хыпар» хаçатра ӗçлекен журналистсем, сире пурсăра та ӗçре пысăк çитӗнӳсем, интереслӗ тӗлпулусем, творчествăлла хавхалану сунатпăр! Хаçат тиражӗ çулсерен ӳссе пытăр, вăл чи лайăх тус пулса кашни чăваш килне çиттӗр. Ырлăх-сывлăх, телей, çемьере килӗшӳпе юрату сунатпăр сире, ӗçтешӗмӗрсем! Хыпар историйӗ пин-пин çула тăсăлтăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество