Сувар

Хыпар хатӗрӗсен ӗçченӗсем субботникре!

Паян Хусанта ир-ирех пур çӗрте те халăх хӗвӗшет. Канмалли кун тесе те калама çук. Пурте таçта васкаççӗ. Ăçти паллă – субботнике!

Апрелӗн 24-мӗшӗ – Хусанта субботник кунӗ. Ытти канмалли кунхи пек паян обществăлла транспортра ирех ӗç кунӗнчи пек çын нумайччӗ. Пурте ӗç вырăнне субботнике васкаççӗ. 

«ТАТМЕДИА» АОна кӗрекен массăллă хыпар хатӗрӗсен редакцийӗсенче ӗçлекенсем те пӗтӗм йышпа субботнике хутшăнчӗç. Малтан пушар хăрушсăрлăхӗ енӗпе вӗренӳ иртрӗç, унтан арçынсем Декабристсен урамӗнчи 2-мӗш çурт тавра урамра çӳп-çап пуçтарчӗç, хӗрсемпе хӗрарăмсем вара ӗç пӳлӗмӗсене тирпейлесе хăтлăх кӗртрӗç. 

В.Александрова сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: