Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

Палӑк проектне район пуҫлӑхӗ ырланӑ

Платниксем турпас кӑларма хӑҫан тытӑнаҫҫӗ?

Пӑва ҫывӑхӗнчи Хырла юхӑншывӗ ӗлӗк патшалӑхӑн чикки пулнине пӗлекен сахал. Пӑваран Чӗмпӗре илсе каякан ҫулӑн икӗ енӗпе чикӗ башнисем пулнӑ, унта хурал тӑнӑ. Хӳмеллӗ чикӗ Сӑр юхӑншывӗ патнех ҫитнӗ. 

Вал  йӗрӗсем юлманнипе пӗрех ӗнтӗ. Ҫак истори факчӗ майӗпен халӑх асӗнчен ирӗлсе пӗтме пултарать.  Пӑва районӗнчи Рункӑра пурӑнакан ӳнерҫӗ Сандр Пикл пуҫарнипе Хырла ҫывӑхӗнче вал палӑкне лартма хатӗрленеҫҫӗ. Палӑк эскизӗ пирки эпир вулакансене каласа панӑччӗ. Ӑна район пуҫлӑхӗ Марат Зяббаров та ырланӑ.

Художникӑн пуҫарӑвне пӑвасен Хусанти Ентешлӗхӗ тӗрӗв панӑ. Ирек Закиров ертсе пыракан Ентешлӗх республикӑри общество организацийӗсем хушшинче ирттерекен конкурсра грант илме заявка ҫырса панӑ. 

Нумай пулмасть пӑвасен проекчӗ конкурсра ҫӗнтерни ҫинчен пӗлтӗмӗр. Апла-тӑк часах культурӑпа истори объектне часах Пӑва ҫӗрӗ ҫинче курма пулӗ. Хальхи вӑхӑтра пурапа хӳме тӑвакан платниксен организацине суйласа илес ӗҫ пырать. Проекта пурнӑҫлама 12 уйӑх панӑ. Вырӑнне пӑхса хунӑ ӗнтӗ - "Ҫемье бумӗ" ҫуту-илӳ комплексне хирӗҫ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Галерея

Оставляйте реакции

4

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    Маттурсем!

    • аватар Без имени

      0

      0

      Тӗлӗнтереҫҫӗ хӑйсен маттурлӑхӗпе Пӑвӑсем

      Теги: История