Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хӑйсене хӑйсем ӗҫпе тивӗҫтерекенсем микрозайм илме пултараҫҫӗ

Тутарстанра вӗсен шучӗ 100 пине ҫитсе пырать

 

Декабрӗн 1-мӗшӗнчен Тутарстан Республикин Экономика министерстви професси тупӑшӗнчен налог тӳлекенсене пулӑшса хатӗрленӗ "Самозанятые" микрофинанс продуечӗпе усӑ курас текенсенчен заявкӑсем илме тытӑнаҫҫӗ.
Режим ӗҫленӗ икӗ ҫул хушшинче Тутарстанра хӑйне хӑй ӗҫпе тивӗҫтерекенсен шучӗ 100 пине яхӑн ҫынна ҫитнӗ. Вӗсем услам ӗҫне пӗчӗк тӑкаксемпе легализацилеме пултарчӗҫ.
Продукт условийӗсем тӑрӑх, микрозайма уйрӑм предприниматель пулмасӑр ятарлӑ "Профессилле тупӑш налогӗ" налог режимӗпе усӑ куракан ҫынсем илме пултараҫҫӗ. Заем илес текенӗн сахалтан та 6 уйӑх самозанятый пек регистрациленсе ӗҫлемелле, бизнесне Тутарстанра илсе пымалла, кредита тӳлесе пӗтернӗ вӑхӑта 65 ҫултан ҫамрӑкрах пулмалла.
Программа требованийӗсене тивӗҫтерекен граждансем ҫулталӑкне 6 процентпа 2 ҫула 500 пин тенкӗ таранччен илме пултараҫҫӗ. Тутарстан Республикин Гаранти фончӗ микрозайм сумминчен ҫурри ҫине поручительство ҫырса парать.
Декабрӗн 1-мӗшӗнчен микрозайм заявкисене ТР Экономика министерствин "Услам ӗҫне тӗрев паракан фонд" хӑйӗн районсенчи представителӗсем урлӑ йышӑнать. Вӗсене ҫавӑн пекех "МФЦ для бизнеса" урлӑ пама пулать. https://fpprt.ru/  Центр «Мой бизнес» уйрӑмра.
Республикӑра бизнеса тӗрев парас ыйтусемпе 8 (843) 524-90-90 телефонпа шӑнкӑравласа консультаци илме пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев