Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Киклӗпуç ялӗн çывăхӗнчи вăрманта кайăк-кӗшӗк сырăшӗсем лартнă

Нурлат районӗнчи шкул ачисем мулкачсем валли тăварлăхсем тума вӗреннӗ

ТР Биоресурссемпе патшалăх комитечӗн ӗçченӗсем «Восход» сунар хуçалăхӗн ертӳçисемпе пӗрле Нурлатри гимнази ачисем валли вăрманти экскурси йӗркеленӗ. 
Киклӗпуç ялӗн çывăхӗнчи вăрманта ачасем кайăк-кӗшӗк сырăшӗсене вырнаçтарнă, унта кӗрпе сапнă. 
«Сырăшсене аттесемпе пӗрле турăмăр. Тăррисене çӳхе фанерăран тумалла, стенисене хулăннинчен, вӗсем вăйлă çил вăхăтӗнче пӗрчӗсене çилпе вӗçсе кайма памӗç. Юр ирӗлсе пӗрремӗш курăк шăтиччен кашни сырăш вăл вуншар кайăкăн хăтарнă пурнăçӗ», – теççӗ ачасем.  
Вӗренекенсем мулкачсем валли тăварлăхсем (солонцы) тумалли вăрттăнлăхсене вӗреннӗ тата хир качакисене апатлантармалли вырăнсене кайса курнă. 
«Ачасем пӗчӗкренех çутçанталăка тата вăрманта пурăнакансене упрама вӗренни пӗлтерӗшлӗ», – тесе палăртнă ТР Биоресурссемпе патшалăх комитечӗн районсем хушинчи уйрăмӗн начальникӗ Радик Хасанзянов.  

«Туслăх» хаçат сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев