Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кил-ҫурт картишӗ вӑл чун хавалӗ пекех

 Ҫак сӑмахсене Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов республикӑри хыпар хатӗрӗсенче ӗҫлекен хӗрарӑм-ертӳҫӗсемпе йӗркеленӗ тӗлпулура каланӑ. Сӑмах май, унта пирӗн хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова та хутшӑннӑ

 Республикӑра пурнӑҫа кӗрсе пыракан "Наш двор" программӑна Рустам Минниханов пысӑка хурса хакланӑ. 

"Пире мӗн пур ӗҫсене туса пӗтерме сахалтан та пилӗк ҫул кирлӗ", – тенӗ республика ертӳҫи.

Минниханов шучӗпе дворсене хӑтлӑх кӗртесси питӗ лайӑх программа. "Вӑл вӗт чун хавалӗ пекех. Пенси ҫулӗнчи ҫынсем валли, ачаллӑ хӗрарӑмсемшӗн ку пурӑнмалли вырӑн", – хушса каланӑ вӑл. 
Президент палӑртнӑ тӑрӑх, дворсене тирпейлес мӗн пур ӗҫе лайӑх пахалӑхпа тумалла.
"Вӗсен, подрядчиксен контактсем. Енчен те укҫа илнӗ-тӗк, тума тивӗҫлӗ. Плана кӗртнӗ мӗн пур ӗҫе туса пӗтермелле",– тесе палӑртнӑ вӑл.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев