Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Килсӗр çапкаланса çӳрекен чӗрчунсем пирки ăçта пӗлтермелли паллă

ТР Этем прависемпе уполномоченнăй Сария Сабурская çакнашкал хыпарсене «Народный контроль» тата «Инцидент-менеджмент» системăсем урлă яни çинчен каланă

«Ку енӗпе законодательство улшăннă. Январь уйăхӗнче килсӗр чӗрчунсене тытса вакцинацилеме конкурс уçăлчӗ. Унсăр пуçне çак чӗрчунсене усрамалли вырăнсен комплексне тăваççӗ. Паянхи кун килсӗр чӗрчунсене ытларах чухне уйрăм çынсене пăхăнакан организацисем усраççӗ. Çав вăхăтра кунта патшалăх тимлӗхӗ кирлӗ», – тенӗ вăл.

Сабурская пӗлтернӗ тăрăх, республика шайӗнче кирлӗ йышăнусем пур, анчах та килсӗр йытăсемпе кушаксене усрамалли çӗнӗ вырăнсене хальлӗхе палăртман-ха.

«Çавăнпа та çак чӗрчунсем ăçта пулнине вăхăтлă пӗлтерни кирлӗ, мӗншӗн тесен çак ыйтусемпе вырăнти муниципаллă влаç органӗсем аппаланмалла. «Индидент-менеджмент» тата «Народный контроль» системăсенче çакнашкал пӗлтерӳсене модераторсемпе исполнительсем тӳрех йышăнаççӗ, вӗсен чӗрчунсене тытса кирлӗ ӗçсем туса ирттермелле», – тенӗ Сабурская.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев