Сувар

Килте ларнинчен аванни ҫук

Коронавирус ан сарӑлтӑр тесе йышӑннӑ йӗркесене пӑхӑнмасӑр ҫӳресен – пысӑк штрафсем тӳлеме тивӗ

РФ Федераци Канашӗ мартӑн 31-мӗшӗнче Адмирстративлӑ йӗркене пӑснисем ҫинчен калакан Кодекса кӗртекен улшӑнусене ырланӑ.
Ҫапла, инфекци сарӑлас хӑрушлӑх пулнӑ вӑхӑтра самоизоляци режимне пӑхӑнманшӑн коронавирус ертмен гражданина 15 пинрен пуҫласа 40 пин тенкӗ таранччен штраф пама пултараҫҫӗ.
Должноҫри ҫынсем валли штрафсен суммисем 50 пинрен пуҫласа 150 пин тенкӗ тарана ҫитеҫҫӗ, юридици сӑпачӗсем валли штраф 200-500 пин тенкӗ е ӗҫне 30 куна чарса лартаҫҫӗ.
Енчен те гражданин самоизоляци йӗркине пӑснине пула ытти ҫын сывлӑхне сиен кӳрӗннӗ, е вӑл ҫавна пула вилсе кайнӑ пулсан, кунта преступлении пртзнакӗсем ҫук пулсан та, гражданинран 150 пин тенкӗрен пуҫласа 300 пин тенкӗ таранччен штраф илме пултараҫҫӗ. Должноҫри ҫынсемшӗн ҫак штраф 300-500 пин тенкӗ пулать. Юридици сӑпачӗсене 500 пин тенкӗрен 1 миллиона ҫити штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: