Сувар

Килте тӑнӑҫлӑ мар пулсан

"Хӗрӳ лини" телефонӗсем: (843) 236-00-71, 236-40-62. Шӑнкӑравсене 9-тан пуҫласа 17 сехетчен йышӑнаҫҫӗ

Кӗҫнерникун, октябрӗн 31-мӗшӗнче Тутарстанра ҫемьери тӑнӑҫсӑрлӑха тата килти хирӗҫӳсене профилактикӑлас тӗлӗшӗпе "хӗрӳ лини" иртет. 

Тутарстанра пурӑнакансен ыйтӑвӗсем ҫине депутатсен «Мәрхәмәт-Милосердие» пӗрлешӗвӗн пайташӗсем, Тутарстанри этем прависемпе ӗҫлекен Уполномоченнӑй аппарачӗн ӗҫченӗсем, шалти ӗҫсен, прокуратурӑн сотрудникӗсем, Ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министерствин ӗҫченӗсем, Республикӑри ҫул ҫитмен ачасен ӗҫӗсемпе ӗҫлекен комиссине кӗрекенсем хуравлӗҫ. 

Реклама

"Хӗрӳ лини" телефонӗпе специалистсене ашшӗ-амӑшӗсем ачисене воспитани парасине тата усрассине тивӗҫлӗ туса пыманни ҫинчен каласа пама пулать. Ҫавӑн пекех ҫемьери ҫынсен пурнӑҫӗ тата сывлӑхӗ хӑрушлӑхра пулсан та пӗлтерме пулать. 

.  "Хӗрӳ лини" телефонӗсем: (843) 236-00-71, 236-40-62. Шӑнкӑравсене 9-тан пуҫласа 17 сехетчен йышӑнаҫҫӗ

ТР Патшалӑх Канашӗн Пресс-служби

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: