Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Килти йытӑсемпе кушаксем те ветеринарсен списокне кӗрӗҫ

Ҫынсем ӑнланмалла, шута илни вӑл чи малтан хӑрушсӑрлӑх

Тутарстанра 2028 ҫулччен мӗн пур чӗрчуна шута илме палӑртнӑ. Ҫакӑн ҫинчен ТР Министрсен Кабинетӗнчи Тӗп ветеринари управленийӗн начальникӗ Алмаз Хисамутдинов брифингра каласа панӑ.
"Пӗтӗм чӗрчуна идентификацилетпӗр, йытӑсемпе кушаксене те, вӗлле хурт ҫемйисене те. Кайӑк-кӗшӗке ушкӑнпа шута илетпӗр, сысна ҫурисене уйрӑмшар. Экзотикӑллӑ чӗрчунсемпе тен, улшӑнусем те пулаҫҫӗ-тӗр, эпир пӗлместпӗр, закона йышӑнман вӗт-ха. Ҫапах тӗвесем шута илеҫҫех",– каласа панӑ спикер.
Хисамутдинов палӑртнӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра чӗрчунсене идентифткацилес тӗлӗшӗпе федераллӑ законопроекта хатӗрлес ӗҫ пырать. "Эпир ӑна 2021 ҫулӑн пӗрремӗш ҫурринче кӗтетпӗр. Паянхи кун никам та чӗрчунсене идентификацилеме явапламасть. Ҫапах закона йышӑннӑ хыҫҫӑн продукцие, выльӑхсене, аш-какая идентификацисӗр сутма май пулмасть",– тесе палӑртнӑ вӑл.
Управлени начальникӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, идентификаци валли чипсемпе усӑ кураҫҫӗ е меткӑсемпе.
"Хуҫа мӗн суйласа илет. Выльӑх номерӗ Раҫҫейри пӗрлехи электронлӑ базӑна кӗртӗнет. Вӑл "Меркурий" системӑпа ҫыхӑннӑ. Чӗрчунпа туса ирттернӗ кашни манипуляци ҫак базӑна кӗртӗнет. Унта выльӑх ҫинчен ҫуралнӑ кунӗнчен пуҫласа регионран региона куҫарни таранччен йӑлт ҫырӑнать. Идентификацисӗр эпизотикӑллӑ тӑнӑҫлӑх йӗркелеме йывӑр пулать", – тенӗ спикер.
Маркировкӑпа идентификаци пӗр Чӗрчунпа тепринпе улӑштарма, ветеринарин кирлӗ процедурисене иртмен выльӑхсене вырӑнтан вырӑна куҫарма памасть. Унсӑр пуҫне апат хӑрушсӑрлӑхӗ те тивӗҫтерӗнет.
"Ҫынсем ӑнланмалла, шута илни вӑл чи малтан хӑрушсӑрлӑх. Республикӑна илсе килнӗ чӗрчун ҫинчен эпир пурте пӗлмелле. Халӑх мӗскер туяннине пӗлмелле. Ҫавӑнпа ҫакнашкал система кирлӗ те, вӑл этем сывӑ чӗрчунсене туяннине ҫирӗплетет",– хушса каланӑ ТР Ял хуҫалӑхӗпе продовольстви министрӗн ҫумӗ Ленар Гарипов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев