Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КИНО ӲКЕРСЕ УКРАИНĂН ХУРА СПИСОКНЕ ЛЕКНӖ

 Тӗрмере атьсене айăпа йышăнтарса преступлени тунине çирӗплеттерме пăхаççӗ. Юлнă-ши атьсенче хăюлăх? Çӗршыва панă присягăна тытӗç-ши?

Вера Соколова режиссерпа эпӗ Дон-çи-Ростов хулинче иртнӗ халăхсен хушшинчи кинофестивальтех паллашнăччӗ. Унтанпа, сайра пулин те, пӗр-пӗринпе çыхăну тытма пăрахман. Кăçалхи çулла та Хусана хăй килессине маларах систерчӗ. Вӗсен кино ушкăнӗ кунта кинопремьерăпа килме тухнă иккен. Мана ку шутсăр савăнтарчӗ. Кино искусствин çыннисемпе хутшăнма, вӗсемпе калаçма ялан интереслӗ, кăмăл ыйтни те пулӗ ку. Ун чухне пирӗн тӗлпулу çав тери кăсăк та асра юлмалли пулчӗ. Анчах палăртнă пек статья тӳрех çырса параймарăм. Те çулла канупа ассоциациленнипе? Е вăхăчӗ çапла килсе тухрӗ?

Кӗркунне пуçламăшӗнче Вера Хусана иккӗмӗш хут килчӗ. Хальхинче вӗсен кинокăтартăвӗ Хусанти халăхсен хушшинчи кинофестиваль шайӗнче иртрӗ. Анчах темшӗн Вера Соколовăпа творчествăлла тӗлпулăва Раиф мăнастирне куçарнă. Кинофестиваль пурнăçӗ пулăмсемпе пуян. Ӗлкӗрес тесен те пур çӗре çитме çук. Çавăнпа мероприятисем пӗр çӗрте тӗпленни меллӗ. Пӗлсе пӗтер йӗркелӳçӗсен шухăшне. Те Вера Соколован киновӗ çумӗнче ыттисен айван ан курăнччăр тесе? Кам пӗлет çав?
Кинофестивале хупнă каç эпир Верăпа тата Иван Соловьев сценаристпа вӗсем чарăннă хăна çуртӗнче темӗнччен калаçса лартăмăр. Киле çитнӗ-çитмен çӗр варри пулсан та компьютера хускатса çырма лартăм. Капланнă шухăшсем пурпӗрех çывăрма памӗç.
Кинокартина шухăшлаттараканнисенчен. Пӗрремӗш премьерăра та, хальхинче те залра халăх йышлăччӗ. Нумайăшӗ ятарласа творчествăлла ушкăнпа тӗл пулма килнӗ. Вӗсене кино пăхнă хыççăн çуралнă ыйтусене тӳрех режиссертан ыйтма май пурри килӗшет.
Кинофильм 2016 çулта Крымри Чонгар пропуск пунктӗнче пулса иртнӗ чăн пулăмсем çинче никӗсленнӗ. Ун чухне Украинăн Хăрушсăрлăх служби Раççейӗн икӗ çар çыннине тытса илнӗччӗ. Сюжет никӗсӗнче тинӗс çӳрев училищинчен вӗренсе тухнă виç юлташăн туслăхӗ. Вӗсен туслăхӗ тӗрӗсленет те Крымри çурхи пулăмсенче.
«Пункт пропуска. Офицерская история» фильм икӗ салтакăн – Алексейпе Максимăн шăпипе паллаштарать. Вӗсем 2014 çулхи Крымри пулăмсем хыççăн Украина гражданствине пăрахăçласа Раççей паспортне илеççӗ. Анчах та çакăн хыççăнах Украинăн хăрушсăрлăх службин тыткăнне лекеççӗ. Вӗсене таркăн тесе суда параççӗ. Ку çапла пулса тухать: Алексейпе Максим хăйсен Тарас тусӗпе тӗл пулма шутлаççӗ. Çул вара патшалăх чиккин пропуск пункчӗ урлă выртать. Чикӗре атьсене тыткăна илеççӗ те ӗнтӗ, патшалăха сутнă тесе айăплаççӗ. Украинăри СИЗОра вӗсем виçӗ çул лараççӗ. Çак хушăра Раççейӗн ятарлă службисем вӗсене хăтарма план тăваççӗ. Тӗрмере атьсене айăпа йышăнса преступлени тунине çирӗплеттерме пăхаççӗ. Юлнă-ши атьсенче хăюлăх? Çӗршыва панă присягăна тытӗç-ши?
Çапла – суйлав хуть хăçан та пур, анчах совеçпе тата тăван çӗршывпа суту-илӳ тумаççӗ.
Вера Соколован фильмӗ истори авăрне лекнӗ çар çыннисен шăпи, икӗ патшалăхăн политикăлла тавлашăвӗ çинчен.
Режиссер сценарие кам çырасси пирки пӗрре те иккӗленменнине пӗлтерчӗ. Ăна каччăсене тыткăнран хăтарма йӗркеленӗ операцие хутшăннă Иван Соловьев çырнă. Ку пулăм çинчен Иван хăйӗн «Искушение» кӗнекинче те çырса кăтартнă.
Кинокритиксемпе профессионалсем сценарие ырланă. Сăмах май, Иван тӗп рольсенчен пӗринче – Хура тинӗс çар флочӗн адмиралӗнче​ Елагинра хăйех ӳкерӗннӗ.
Кинора пирӗн ятарлă службăсен ӗçне пит лайăх кăтартса панă. Уйрăмах хамăрăннисене инкекре хăварманнине, хăтарас тесе тем тума та хатӗррине.
Актерсен йышне уйрăммăн мухтамалла. Халиччен паллă мар актерсем шутланнă Валерий Карпов, Анастасия Черникова, Александр Зачиняев, Кирилл Емельянов пит ăста выляççӗ. Тимур Ефременкова «Меч», «Легенда №17» кинофильмсенчен пӗлетпӗр. Оборона министрӗ Шуйгин ролӗнче Патшалăх Думин депутатне Александр Старовойтова курма интереслӗ пулчӗ.
Вера Соколова сăмахӗпе, кино ӳкерес ӗç 2019 çул вӗçӗнче пуçланнă. 2020 çулхи апрель уйăхне палăртнă съемкăна коронавирус пандемине пула куçарма тивнӗ. Кинокартинăна Мускавра, Калининград облаçӗнче, Краснодар тăрăхӗнче, Крымра ӳкернӗ.​ Тӗп локацисене пӗтӗмпех Раççейре хатӗрленӗ. Кинофильм калăпăшне Хура тинӗс флочӗн стратегилле объекчӗсенче, ракета крейсерӗ çинче съемкăсем йӗркелени те çирӗплетет.
Сюжет патне таврăнас пулсан паттăрлăх темине хускатмасăр май çук. Тыткăнри атьсем вӗсене асаплантарсан та, мораль енчен пусарсан та çӗршыва сутман. Паянхи кун патриотизмла кино ӳкерни хăйне пӗр паттăрлăх.
2021 çулхи май уйăхӗнче кино кун çути курсанах картинăпа ӗçленӗ ултă çын Украинăн Культурăпа информаци политикин министерствин хура списокне лекнӗ. Çавсен шутӗнче: Вера Соколова, Иван Соловьев, Леонид Рудкевич оператор, Евгений Ширяев композитор тата тӗп рольсене вылякан Валерий Карповпа Александр Зачиняев.
Каласа хăвармалла, фильмра Эммануил Виторган, Михаил Полицеймако, Николай Добрынин актерсене те курма пулать. Саундтрек авторӗ – Денис Майданов. Унта унăн икӗ çӗнӗ юрри кӗнӗ.
Творчествăлла тӗлпулура кинофильма мӗнле аудитори валли ӳкернине те сӳтсе яврӗç. Куракансем çӗр проценчӗпех вăл çул çитменнисем тата çамрăксем валли тесе пӗтӗмлетрӗç. Мӗншӗн тесен киновăн патриотизмла воспитани парас вăйӗ пысăк. Премьерăна хутшăннă «Раифский Витязь» кадечӗсем те çакăнпа килӗшрӗç.
Пӗлме: Вера Соколова – Раççей кинопродюсерӗ, РФ Кинематографистсен союзӗн сценаристсен гильдийӗн вице-президенчӗ, «Горизонт Кино» киностудин ертӳçи.

Лионелла МИХАЛЕВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Сулахайран сылтăмалла: Т.Ефременков, И.Соловьев, В.Соколова.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев