Кинори пек хӑваланисем чӑнлӑхра пулса ирте пуҫларӗҫ
Ҫырчаллинче ватӑ мӑшӑра вӗлерсе вӗсен машинипе тарма хӑтланнӑ водителе тытса чарнӑ
Вӑл ватӑ ҫынсем патӗнче ӗҫленӗ пулнӑ. Тахӑш вӑхӑтра хурах вӗсене вӗлерет те, ватӑсен машинипе тарма шутлать. Анчах та ӑна оперативниксем тытса чарнӑ. Тойота автомобиле Росгварди машинисем хупӑрланӑ. Анчах та преступник вӑрланӑ машинаран тухма килӗшмен. Вара йӗрке хуралҫисем Тойотӑн чӳречине ҫапса ҫӗмӗрсе алӑкне уҫнӑ. Хураха арестленӗ.
Ӑна тытса чарнине иртен-каян водительсем ӳкерсе илнӗ.
Хальхи вӑхӑтра Ҫырчалли прокуратури пулса иртнин обстоятельствисене тӗрӗслет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев