Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кинори пек сюжетсем пурнăçра та пулаççӗ 

Июнӗн 6-мӗшӗнче Хусан-Малмыж автоçул çинче ДПС инспекторӗсем патне хумханакан водитель пырса унăн машинин салонӗнче «ак-ак çуратма пултаракан» йывăр çын арăмӗ ларни çинчен пӗлтернӗ

Арçын ăна роддома вăхăтлă илсе çитереймессе пултарни пирки пăшăрханнă. Тутарстан Республикин ШӖМ ГИБДД ДПС ятарлă уйрăм батальонӗн инспекторӗсем – полицин аслă лейтенанчӗ Вакилов Айрат тата полици лейтенанчӗ Дмитрий Сайкин çак лару-тăру çинчен дежрунăя пӗлетрнӗ те çавăнах çуратма хатӗрленекен хӗрарăмлă автомобиле çийӗнчех роддома çитме пулăшнă. Паллах, сасă тата çутă сигналӗсене хускатсан, автокортеж вырăна хăвăрт çитнӗ. 
Автоинспекторсен оперативлă ӗçне пула йывăр çын хӗрарăма роддома вăхăтлă илсе çитернӗ, унта вăл ывăл çуратса панă. Мӗнле ят панă-ши ăна ашшӗпе амăшӗ: Дима е Айрат?
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев