Кипеккассисен Учукӗ хыҫҫӑн ҫумӑр ҫумаллах
Ҫак йӗркесене ҫырнӑ чухне Хусан ҫине Пӑва енчен аслачиллӗ пӗлӗтсем шуса килетчӗҫ
Пӑва районӗнчи Кипеккассинче паян йӑлана кӗнӗ Учук иртрӗ.
Ял халӑхӗ Учук вырӑнне каҫ-кӳлӗм пӳхӑнать. Унччен малтан Кипеккассин хисеплӗ ҫыннисем Учук йӑлисене туса ирттерсе така пуснӑ. Пӗрлехи хуранта 7 тӗрлӗ кӗрперен пӑтӑ пӗҫерсе кипексем уява курма килнӗ мӗн пур ҫынна хӑналаҫҫӗ.
Ҫак ялӑн хӗрарӑмӗсем ҫутӑ кӗрен кӗписемпе шурӑ алҫитцӑ саппунӗсене тӑхӑнса вӑйӑ калама тухаҫҫӗ. Кӑҫал ҫын пӗлтӗрхинчен нумайрах пухӑннӑ Учука. Шывла вылямалӑх пур.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев