Сувар

Китайра ҫерҫисене мӗншӗн тытса пӗтерни çинчен

Ку чӑн пулнӑ япала. 1950-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче Китайра ҫерҫисене тытма чӗнсе калакан плакатсем те пулнӑ. 1958 ҫулта Мао Цзедун ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнкалакан ҫӗршыва пӗчӗк ҫӗнтерӳ кирлӗ тесе шутланӑ, вӑрӑмтунасем, шӑнасем, йӗкехӳресемпе ҫерҫисем тӑшман пулса тӑраҫҫӗ. Китай ученӑйӗсем шутланӑ тӑрӑх, пӗр ҫерҫи ҫулталӑкне 4,5 кг тырӑ ҫисе ярать. Хӑш-пӗр ӑсчахсем ҫерҫисем хуртсемпе саранчана та ҫиеҫҫӗ тесе хирӗҫлеме пӑхнӑ, анчах вӗсен шухӑшӗ, Аслӑ Ҫулпуҫӑннипе танлаштарсан, ниме те тӑман.

Февралӗн 12-мӗшӗнче Китай компартийӗн Тӗп комитечĕпе Патшалӑх Канашӗ "Тӑватӑ усала пӗтересси ҫинчен..." указ кӑларнӑ. Ҫавӑнтан Китая усалтан тасатас ӑмӑрту пуҫланнӑ. Искусство ӗҫченӗсем "этем йӑхӗн ҫӗнтерӗвӗсем" ҫинчен юрланӑ, Наукӑсен академийӗн президенчӗ ҫак кӗрешӗве "Ылханатӑп ҫерҫисене" ятлӑ сӑвӑ халалланӑ.
Ҫерҫисене хресченсемпе шкул ачисем тытма тытӑннӑ. Ҫак вӗҫенкайӑк 15 минутран ытларах вӗҫеймест, унӑн ларса канмалла. Ялти мӗн пур ҫын хире тухса тӗрлӗрен хатӗрсемпе кӗмсӗртетнӗ, кӑшкӑрашнӑ, алӑсемпе сулланӑ. Мӗскӗн кайӑксем ҫӗр ҫине персе аниччен. Унта вӗсене тӗпленӗ. Ҫур ҫул хушшинче икӗ пине яхӑн вӗҫенкайӑка пӗтернӗ. Чылай провинцире ҫерҫисемпе пӗрле ытти пӗчӗк кайӑксене те вӗлернӗ.
Ҫерҫисене пӗтерни Китайра Аслӑ выҫлӑхӑн сӑлтавӗ пулса тӑрать. Хурт-кӑпшанкӑ ӗрчесе кайса тырпула пӗлтерет. 1959-1961 ҫулсенче официаллӑ кӑтартусемпе кӑна 15 миллион ҫын выҫӑпа вилет.
Китайӑн СССР тата Канадӑран ҫерҫисем туянма тивет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: