Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кивӗ Мăкшелӗнче çӗнӗ цех уçăлать

ТР ял хуçалăх министрӗ Марат Ахметов нумай пулмасть çак цеха курса тухнă хыççăн производствăна пысăк хак панă.

Аксу районӗнчи Кивӗ Мăкшел чăвашӗ Анатолий Самаренкин ентешӗсем ыйтнине тивӗçтернӗ тесен те юрать.  Ялта кăмпа ӳстерекен цех уçнă, хальхи вăхăтра унта 12 çын тăрăшать, çитес вăхăтра вӗсен шучӗ тата та ӳсӗ, мӗншӗн тесен кунта малашне субстрат хатӗрлекен цех тума шутлаççӗ. Çӗрне уйăрса илнӗ ӗнтӗ. «Кăмпа ӳсекен никӗс паха пулнинчен нумай килет. Ăна улăм хăльчăкӗнчен те хатӗрлеççӗ, хӗвелçаврăнăш хуппинчен те. Субстрат хутаççисем цехра усă курнă хыççăн та сая каймаççӗ. Ял çыннисем хута яма вӗренсе çитнӗ вӗсене – пахча çимӗç ӳстерме удобрени вырăнне усă кураççӗ.

Цехра тăрăшакансем ӗçпе кăна мар, тавралăха илем кӗртессипе те аппаланаççӗ. Тротуарсем тăваççӗ, территорири çамрăк чăрăшсене шăвараççӗ. Кану валли беседка та туса хунă. Ял мăнаçлăхӗ вӗт ку тупăш паракан вырăн. Хальлӗхе цехра 12 çын тăрăшать. Унăн 2 блокӗ кăна хута кайнă-ха, черетре тата виççӗ. Рабочисене Альбина Столповская ертсе пырать. Çӗнӗ ӗç меслечӗсене çынсем хăвăрт хăнăхса пыраççӗ. ТР ял хуçалăх министрӗ Марат Ахметов нумай пулмасть çак цеха курса тухнă хыççăн производствăна пысăк хак панă. ( Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Производство