Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кивӗ сăнӳкерчӗкӗн историйӗ

Ку сăнӳкерчӗк «Сувар» хаçатăн иртнӗ номерӗнче 7-мӗш страницăра «Пиккăл йăхӗ» статьяпа пӗрле пичетленсе тухрӗ. Сăнӳкерчӗк историйӗпе хаклă вулакансене паллаштарни ытлашши пулмӗ тетӗп.

Чăваш Майнинче пурăнакан Бикулова Евдокия акка патне шăнкăравласа ыйтса пӗлтӗм. Кӳршӗллӗ пурăнсан та халиччен ку сăнӳкерчӗке курманччӗ эпӗ. Сăнӳкерчӗкре Мускаври самолетсем тăвакан ӗçченсем завод ертӳçисемпе пӗрле. Завод ертӳçисем лараççӗ – ултă çын. Сулахайран виççӗмӗшӗ (куçлăхлă арçын çумӗнче ларать) сăран тумтир тăхăннă, чӗркуççи çине хунă аллине хут тытнă. Унăн хулпуççийӗ çине хыçалта тăракан арçын аллине хунă. Пӗлетӗр-и кам ку çын? Бикулова Евдокия акка калнă тăрăх, ку çын пирӗн ентеш, 1907 çулта Чӗмпӗр кӗпӗрнине кӗрекен Пăва уесӗнчи Алешкин Саплăк ялӗнче çуралнă чăваш Петр Васильевич Дементьев. Ун çинчен пӗлмен чăваш çук пуль тесе шутлатăп, СССР авиаци промышленноçӗн министрӗ, икӗ хутчен Социализмла Ӗç Геройӗ, генерал-полковник-инженер, Сталин премийӗн лауреачӗ, Ленин орденӗн 9 хутченхи кавалерӗ. Хусанта ун ячӗллӗ урам та пур. (Вăл Мускаври самолетсем тăвакан заводра 1934 – 1941 çулсенче ӗçленӗ, цех ертӳçинчен пуçласа завод директорӗ таран çӗкленнӗ. – Ред.).

Завод ертӳçисемпе пӗрле ахăртнех производствăра малта пыракансене ӳкернӗ. Сăнӳкерчӗкре хыçалти ретре сулахай енчен пӗрремӗшӗ – Тимук мучей, иккӗмӗшӗ – Ярмук мучей, чăвашмайнисем. Вӗсем çинчен эпӗ «Утя акка калавӗсенче» çырнă. Ярмук мучей Бикулов – Утя аккан ашшӗ. Тимук мучей вара Ярмук мучейпе пӗртăван. Сăнӳкерчӗк Утя аккан альбомӗнче сыхланса юлнă.

1939 çулта Тимук мучейпе Ярмук мучей çемйисемпе Мускавра пурăннă. Самолетсем тăвакан заводра ӗçленӗ. Утя акка каласа панă тăрăх, Ярмук мучей арçынсен общежитийӗнче пурăннă, арăмӗ – Эрнюк кинемей – икӗ ачипе хӗрарăмсен общежитийӗнче. Шăматкун ачасем трамвай çине ларса ашшӗ патне кайнă, çавăнтах çӗр каçма юлнă. Сăнӳкерчӗкре иккӗмӗш ретре сулахай енче пӗр арçын тăрать, унăн çур пичӗ çеç сăнӳкерчӗке кӗнӗ – хăрах куçӗ, хăрах хăлхи, çурри сăмси-çăварӗ. «Çав арçынна эпӗ питӗ лайăх астăватăп. Хушамачӗ унăн Крысинччӗ. Ирхине тăрсан пире хăрататчӗ, шăл йӗретчӗ», – тесе аса илет Утя акка.

Тен, вăл ачасемпе çапла майпа вылянă пуль, хăйӗн ачисене тунсăхланăран...

Вăт çакăн пек ку сăнӳкерчӗкӗн историйӗ. Тавтапуç Эрнюк кинемейпе Утя аккана сăнӳкерчӗке паянхи кунччен упранăшăн.

Евгений БИКУЛОВ.

Архиври сăнӳкерчӗкре: Мускаври самолет тăвакан заводра ӗçлекенсем. 1939 çул.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана История