Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кивӗ Ӳсел шкулӗнче тăрăшуллă ачасем вӗренеççӗ

Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел ялӗн пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шулне Л.В.Гаврилова ертсе пырать. Нумай пулмасть эпир унпа тӗл пултăмăр. Любовь Владимировна 20 çул Беловка ялӗнче кӗçӗн классенче вӗренекенсене пӗлӳ панă. Тăхăр çул каялла ăна Кивӗ Ӳселӗнчи вăтам шкулăн директорӗ пулма çирӗплетнӗ, пӗлӗвне те ӳстернӗ. Халӗ вăл пуçлăх тивӗçӗсене туса пынипе пӗрлех географи урокӗсене те илсе пырать.

– Кивӗ Ӳселӗнчи шкулта паян миçе ача вӗренет?

– Пирӗн шкулта 71 ача пӗлӳ илет. Тӗпрен илсен чăвашсем вӗренеççӗ, çавăн пекех Çӗнӗ Ӳселӗнчен тутарсем, вырăссем пур.

– Чăваш чӗлхи кунне, Çутта кăлараканăмăр И.Я.Яковлевăн çуралнă кунне паллă туни çинчен каласа парăр, тархасшăн.

– Чăваш чӗлхи кунне паллă тума шкулта вӗренекенсем пурте хутшăнчӗç. Уява акт залӗнче ирттертӗмӗр. Чăваш чӗлхи вӗрентекенӗ Елена Николаевна Титова хатӗрлерӗ уява. Концерт программи пек йӗркеленӗ ăна – чăваш юррисемпе, ташшисемпе. Шăп уяв умӗн Аксу районӗ ЧНКЦ председателӗ Р.Н.Чентаева чăваш алфавичӗн историйӗ çинчен каласа паракан ролик пачӗ. Çавăнпа та усă куртăмăр. 

– 2022 çул Тутарстанра Цифровизаци çулӗ. Сирӗн ӗç çине çакă мӗнле витӗм кӳрет?

– Цифровизацие пула Ак Барс банк урлă, çак банкран ӗç укçи илекенсем, учительсем пурте кăçал ноутбуксем илчӗç. Шкулти 17 вӗрентекенрен 15-шӗ халь Ак Барс банк панă ноутбукпа ӗçлет. Ноутбукӗсем хитре, аван, лайăх ӗçлеççӗ. 

Халичченхисем кивелчӗç, çӗннисен вара пултараслăхӗ пысăк. Вӗсемпе вӗренӳ процесне самай интереслӗрех йӗркелеме пуçларăмăр. Тӗрлӗ проектсем пурнăçлама май параççӗ. Видеоуроксем ирттеретпӗр. Унччен те ирттернӗ-ха, анчах хальхи шая çитейместчӗç вӗсем. Ялти шкулăн пурлăх базипе пит мухтанмаллиех çук. Пирӗн шкулӗпе те пӗртен-пӗр интерактивлă доска. Хими вӗрентекенӗ унпа усă курать. Капла проекторсемпе интернетри материалсемпе усă курма пултаратпăр. 

– Эпӗ ăнланнă тăрăх шкул пурлăхӗ «çӳлтен» вӗрентӳ уйрăмӗнчен, уйăрса панă тăрăх пуçтарăнса пырать. Меценат таврашсем, шкула пулăшакан ырă усламçăсем парнесем тумаççӗ-и?

– Çук. Шкула пулăшакансем çукрах. Кăçал пирӗн шкул 30 çул тултарать. Юбилей. Çак вăхăтра шкул çурчӗ кивелсе те çитрӗ. Унта администраци юсав ӗçӗсем ирттерессе шанатăп.

– Кăçал, авăн уйăхӗччен?

– Çук-çук, 2023 çулта. Администраци шкула тӗпрен юсаса пама шантарать. Кăçал эпир апат-çимӗç хатӗрлемелли пӳлӗме юсасшăн, вӗренӳ çулӗ вӗçленсенех тытăнасшăн çак ӗçе. 

– Эсир хăвăрăн столовăйӗнчех апат хатӗрлетӗр, ачасене хатӗр апата кӳрсе килсе аптлантармастăр?

– Хамăрах хатӗрлетпӗр, шкулăн çӗр лаптăкӗнче туса илнӗ пахча çимӗçпе, улма-çырлапа пӗçеретпӗр. Аш-какая кӳрсе килетпӗр ӗнтӗ.

– Кӗçех вӗренӳ çулӗ вӗçленет. Çакăн çинчен каласа парăр-ха кăштах.

– 11-мӗш класран вӗренсе тухакансем улттăн, 9-мӗш класс пӗтерекенсем тăххăрăн. Халь 9 класс хыççăн 10-мӗш класа каяс текенсем сахал. Çак 9 ачаран 4 ача шкултах юлма шутлаççӗ, ыттисем тӗрлӗ вӗренӳ заведенийӗсене кӗресшӗн.

11-мӗш класра ултă хӗрача вӗренет, вӗсенчен тăваттăшӗ ылтăн медальпе шкултан вӗренсе тухма талпăнать. Хӗрачасем питӗ тăрăшуллă. Кăçал аттестат илекенсенчен нумайăшӗ малашне Хусанта пӗлӳ илесшӗн.

Икӗ çул каялла пирӗн шкулăн химипе биологи профилӗччӗ. Çав вăхăтра чылайăшӗ медицина вӗренӳ заведенийӗсене вӗренме кӗретчӗç. Халь çак сулăмпа каяс текенсем сахалланчӗç, çавăнпа химипе биологи профилӗнчен пăрăнтăмăр эпир, универсаллă профиле тухрăмăр.

– Апла професси суйласа илес енӗпе вӗренекенсем ирӗклӗрех халь – ППЭ панă чух химипе биологие мар, хăйсем килӗштернӗ профессипе урăх предметсене суйласа илме пултараççӗ.

– Çапла. Ачасем тăрăшуллă. Вӗренме ăнтăлаççӗ. Ку ялта çынсем тăрăшуллă, ӗçчен. Халăхăн ăс-хакăл никӗсӗ çапла вăйлă, пуян пулнипе çыхăннă пулӗ ку. Шкул çинчен кăна мар, кăшт ял халăхӗ çинчен те каласа хăварас килет. Ял кӗтӳсемпе, выльăх-чӗрлӗх ӗрчетессипе, çӗр ӗçӗпе пурăнать. Кивӗ Ӳселӗн ял кӗтӗвӗнче сахалтан та 120 ӗне. Киллӗн-киллӗн пилӗкшер ӗне тытакансем пур. Яланах эпӗ Кивӗ Ӳсел халăхне ӗçчен, пултаруллă тесе ырлатăп.

Эпӗ пурăнакан Беловка кунтан икӗ ял урлă, çирӗм ӗне кӗтӳре. Унта та лайăх çынсем пурăнаççӗ, унта та пултаруллă, ӗçченсем. Чылай çемьерен мăшăрӗсем укçа ӗçлесе илме юта çӳреççӗ.

– Аслă Çӗнтерӳ кунне уявларӗ çӗршыв. Çавăнпа ыйтмасăр чăтаймастăп, кивӗӳселсем аслă уява мӗнле ирттерчӗç?

– Çу уйăхӗн 7-мӗшӗнче Аслă вăрçăра çапăçнисене халалласа лартнă Кивӗ Ӳселӗнчи обелиск умӗнче «Вилӗмсӗр полк» митингпа уçрăмăр уява. Ялăн аслă урамӗпе шкул ачисем, ял халăхӗ аслă вăрçа хутшăннă тăванӗсен портречӗсене йăтса тухрӗç митинга. Унта Кивӗ Ӳсел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Надежда Владимировна Айдова та хутшăнчӗ. Вăл митинга уçса сăмах каларӗ.  Ялти Ветерансен канашӗн председателӗ Александр Фёдорович Лизунов пухăннисене саламларӗ. Эпӗ те тухрăм ял халăхӗ умне, çамрăксене, шкулта вӗренекенсене вăрçăн хăрушлăхӗсем çинчен каласа патăм. Ачасене çӗршывăн историне те, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче тăшманпа çапăçнă, тылра ырми-канми ӗçленӗ тăванӗсене хакламаллине, хисеплемеллине астутарасшăн пултăм.

Митинг вӗçленнӗ май палăк умӗнчех вăрçă паттăрӗсене халалланă концерт пуçланчӗ. Унта Культура çурчӗн ӗçченӗсем, шкулта вӗренекенсем тата ача садне çӳрекенсем те саламларӗç ял-йыша. Уяв мероприятийӗ паттăрсен палăкӗ умне чечек кăшăлӗсем, чӗрӗ чечексем хунипе вӗçленчӗ.  

И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование