Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КИВӖ ӲСЕЛӖНЧИ ПЕК МУЗЕЙ ТАВРАРА САХАЛ

Музей чăннипе пуян. Кунта ял историйӗнчен пуçласа Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи таранччен тӗрлӗ экспонатсемпе истори докуменчӗсем пуçтарнă. Кашни экспонатăн хăйне уйрăм истори пуррине шута илсен, вӗсемпе тимлесех паллашас тесен çур кун кирлӗ. 

«Кивӗ Ӳсел çӗрӗ çинче, хамăрăн шкулта сире кӗтсе илме питӗ хавас. Пирӗншӗн ку паллă, кăмăллă мероприяти», – çакăн пек сăмахсемпе кӗтсе илчӗ пире Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳселӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкул директорӗ Любовь Гаврилова. Çак шкулта хальхи вăхăтра 71 ача вӗренет, пурӗ 17 педагог. Директор палăртнă тăрăх, вӗрентӳ учрежденийӗ районти шкулсен хушшинче мӗнпур кăтартупа малтисен ретӗнче. Паллах, унта кайса курас килчӗ. 

Мероприятин пуçаруçи – Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Тутарстанри уйрăмӗн председателӗ Александр Семенов пулчӗ. Вăл каланă тăрăх, ку районта регионсен хушшинчи Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн наградисене тивӗçнисем йышлă. Нумай пулмасть союзăн Шупашкарта иртнӗ 14-мӗш съездӗнче Тутарстанри чăваш таврапӗлӳçисене те хăшне медальпе, хăшне Хисеп хучӗпе наградăлама йышăннă. Çавсен шутӗнче ытларах Аксу районӗн таврапӗлӳçисем. 

Тутарстанри таврапӗлӳçӗсен ертӳçи вӗсене тивӗçнӗ наградăсене шăпах Кивӗ Ӳселӗнчи шкулта пама йышăннă. Мӗншӗн тесен кунта районӗпе те чи лайăх музей пур. Ăна йӗркелесе ертсе пыраканӗ историпе обществознани вӗрентекенӗ Борис Захаров. Ун сăмахӗсемпе, музей 2001 çулта уçăлнă.   

Музей чăннипе пуян. Кунта ял историйӗнчен пуçласа Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи таранччен тӗрлӗ экспонатсемпе истори докуменчӗсем пуçтарнă. Кашни экспонатăн хăйне уйрăм истори пуррине шута илсен, вӗсемпе тимлесех паллашас тесен çур кун кирлӗ. Борис Андреевич музей ӗçӗпе кăна çырлахман, шкул ачисенчен чăн-чăн экскурсоводсем хатӗрлессине те пуçарса янă. Мӗнле калас, пархатарлă ӗçпе çунать ун чӗри. 

Экскурсоводсен сумлă ушкăнне хальлӗхе аслă классенче вӗренекен 9 ача кӗнӗ. Ял историйӗпе Анастасия Трофимовăпа Диана Егорова паллаштарчӗç. Шкул историйӗ çинчен Анастасия Игнатьевăпа Анна Нестеровăран пӗлтӗмӗр. Чăваш наци культурин вырăнти хăйне евӗрлӗхӗ çинчен Снежанна Андреева интереслӗ каласа пачӗ. «Çар мухтавӗн кӗтесӗ» пай музейре чи пысăккисенчен пӗри. Кунта Кивӗ Ӳселӗнчен иккӗмӗш тӗнче вăрçине тухса кайнă фронтовиксем çинчен информаци питӗ нумай пуçтарнă. Вăрçăран таврăннисен тата пуç хунисен медалӗсемпе награда хучӗсене, çырăвӗсемпе ытти япалисене типтерлӗн кӗленче айне пуçтарса хунă. 

Паян музей актуаллăхӗ тата та ӳсет. Тӗнчери геополитика лару-тăрăвӗ çивӗчленнӗ чух историе пӗлни уйрăмах кирлӗ. Çитӗнекен ăру чӗрине патриотизм туйăмне акса хăвармаллах пирӗн. Музей, таврапӗлӳ ӗçне явăçса ачасем уйрăмах лайăх воспитани илеççӗ. Пуласлăх иртни çинче никӗсленет, çакна манас марччӗ пирӗн. 

Борис Захаров сăмахӗсемпе, ачасене музей ӗçӗ питӗ интереслентерсе янă. Экскурсовод ӗçне явăçнисӗр пуçне вӗсем таврапӗлӳпе те кăсăкланма тытăннă. Нумайăшӗ вӗрентекенӗсем пулăшнипе тӗпчев ӗçӗсем çырнă. Пуринчен ытла çак хыпар Тутарстанри таврапӗлӳçӗсен ертӳçине Александр Семенова хавхалантарчӗ. Апла вӗсен ӗçне тăсакансем малашне те пулӗç, союз çамрăкланӗ. Хăй сăмахне вăл çийӗнчех ӗçпе çирӗплетрӗ. Музейпе паллашнă хыççăн иртнӗ тӗлпулура Артемпа Николай Охотниковсене союза илсе вӗсене удостоверенисем тыттарчӗ. Артем Охотников хăйӗн вăрçăра çухалнă аслашшӗ пирки каласа пачӗ, унпа çыхăннă экспонатсемпе паллаштарчӗ. Сăмах май, мăнукӗ сăн-пичӗпе çав тери аслашшӗне аса илтерет. Гварди капитанӗн, рота командирӗн Григорий Львовăн кун-çулӗ çинчен Полина Казакова питӗ интереслӗ каласа пачӗ. Фронтовик çапăçусенче виçӗ хутчен аманнă, вăрçă пӗтсен Белоруссинчи пӗр хулара комендант тивӗçне пурнăçланă. Тăван ялне таврăнсан вăрçăчченхи пекех шкул директорӗ пулса ӗçленӗ. Константин Кузнецовпа çыхăннă истори те питӗ кăсăклă. Вăрçăра разведчик пулнă, пӗррехинче вăл ертсе пыракан ушкăн 71 фашиста тыткăна илсе таврăннă. Çавăншăн ăна 3-мӗш степеньлӗ Мухтав орденӗпе наградăланă. Кун йышши историсем музейре нумай. Музейре пӗтӗмпе 24 фронтовикăн награда хучӗсем упранаççӗ. Кивӳселсем хăйсен паттăр ентешӗсемпе мăнаçланаççӗ, асра тытаççӗ.

Музейре эпир çак ялта çуралса ӳснӗ, тивӗçлӗ канăва тухиччен шкул директорӗн çумӗ пулса ӗçленӗ Аркадий Михайлов таврапӗлӳçӗн кӗнекипе те паллашрăмăр. Сăмах май, регионсен хушшинчи Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн   медалӗпе тата Хисеп хучӗпе ăна тата Евгения Кожемановăна, Сергей Уланова, Ирина Степановăна чысларӗç. Вӗсен ӗçӗсем чăн та мухтава тивӗç. 

Аркадий Михайлов  «Михайловы» кӗнеке çырса хăйсен йăхӗ çинчен кăна мар, Кивӗ Ӳселӗн историйӗпе, унта пурăнакан ытти çынсен кун-çулӗпе те паллаштарать. «Кӗнекере хамăр тăвансем çинчен çырсан та ун пек шăпаллă çынсем çӗршывра миллионӗ-миллионӗпе. Пирӗн çынсем пӗрремӗш, иккӗмӗш тӗнче вăрçисене, унтан пилӗкçуллăх  вăхăтӗнче пысăк стройкăсене хутшăннă. Йăлт çырнă ун пирки. Хăшӗ Анат Камăна, тепри Çырчаллине, виççӗмӗшӗ целинана çӗкленӗ çӗре кайнă. Çӗршыв историйӗ кӗнекере», – терӗ Аркадий Аркадьевич кӗнекепе паллаштарса. 

Таврапӗлӳçӗ Михайловсемсӗр пуçне Скворцовсен, Куропаткинсен, Федоровсен йăхӗсем ăçтан тухнине те тӗпченӗ. Ак çапла пултаруллă çынсем пурăнаççӗ Кивӗ Ӳселӗнче. 

Хусан делегацийӗ те парăмра юлмарӗ. Александр Семенов паллă çыравçăн, Тутарстанри Чăваш çыравçисен союзӗн унчченхи председателӗн Николай Сорокинăн çемйи унăн «Свети, мой млечный путь» тата «Тăлăх арăм минтерӗ» кӗнекисене Аксу районӗн библиотекисем валли темиçе теçетке парса янине пӗлтерчӗ. «Николай Михайлович, питӗ ырă çынччӗ. Хăйӗн кӗнекисене вăл чăн та чăваш халăхне парнелӗх çырса хăварчӗ. Ман кӗнекесем кашни чăваш шкулӗнче, кашни библиотекăра пулччăр тетчӗ вăл ялан. Паян эпир вăл ыйтнине пурнăçлатпăр», – терӗ Александр Никонович. Хусана таврăннă чух çула май Аксу районӗн Тӗп библиотекине тепӗр темиçе теçетке кӗнеке тата «Сувар» хаçатăн «Шурăмпуç» литература кăларăмне (80 экземпляр) кӗртсе хăварчӗç.  

(Автор сăнӳкерчӗкӗсем). 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество