Сувар

Кивӗ Тăваньелӗнче паян арçын çунса вилнӗ

Паян çӗрле 01 сехет те 19 минутра Кивӗ Тăваньелӗнче (Çӗпрел районӗ) пушар тухнă...

Çӗпрел районӗ пушар хуралӗн сводкине юлашки кунсенче виçӗ хутчен кӗчӗ. Аса илтеретпӗр, канмалли кунсенче кунта харăсах икӗ пушар пулнăччӗ, Аслă Аксура кил хуçи те çунса вилнӗччӗ. Халӗ каллех инкек, паян çӗрле 01 сехет те 19 минутра Кивӗ Тăваньелӗнче пушар тухнă. МЧС ӗçченӗсем çитнӗ çӗре 40 тăваткал метра вут ярса илнӗ пулнă ӗнтӗ, анчах çăлавçăсем çур сехетрех пушара сӳнтерсе ӗлкӗрнӗ. Шел те, пысăках мар йывăç çурта сӳтнӗ май унта 54 çулти арçыннăн виллине тупнă. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, пушарăн сăлтавӗ Аслă Аксури пекех – тирпейсӗр пирус туртни. (Сăнӳкерчӗк http://mchs.tatarstan.ru сайтран).

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: