Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кивӗ Упире часавай куполне хăпартрӗç

2019 çулта май уйăхӗн 6-мĕшĕнче часавая официаллă майпа светить туса ял кунне паллă тума палăртрӗç.

Октябрӗн 18-мĕшĕ Çĕпрел районĕнчи кивĕуписемшĕн историе кĕрсе юлчĕ. Ял варринче Сăваплă Великомученик Георгий Победоносец ячĕллӗ часавайăн хӗреслӗ куполне светить туса хăпартса лартрĕç. Çанталăкĕ те хĕвеллĕ тăчĕ, ылтăн тĕслĕ хĕрес те хĕвел пайăркисемпе йăлтăртатса таврана илем кӳчĕ.

Часавая ял-йыш вăй-халĕпе çĕкленĕ. «Пĕрлĕхре вăй», – теççĕ халăхра. Йышпа ĕçлеме те, савăнма та аван. Кирпĕчне туянма та, йĕри-тавра карта çавăрса илме те пуçтарăннă укçаран тăкакланă. Строительство ĕçĕсенче те ялти хастарсемех тăрăшса ĕçленĕ. Светить тумалли мешехене вĕçлесен Упи ял хутлăхĕн пуçлăхĕ А.Ярухин тухса калаçрĕ, ял-йыша саламларĕ, часавая лартас ĕçре пулăшнисене Тав çырăвĕсем парса чысларĕ. Упи ялĕнчи Турă Амăшĕн Хусан турăшĕ ячĕллĕ чиркĕвӗн пачăшки Владимир атте, Патăрьел районĕнчи Туçари çветтуй Троица ячĕллĕ чиркӳ настоятелĕ Николай Марков протоирей те ырă сăмахсем каларӗç. Ялти ватă çынна Василий Спиридонова та сăмах калаттармасăр хăвармарĕç, пуçтарăннă халăха саламларĕ, тав турӗ, ялти часавай историйĕпе паллаштарнă май кирлелĕхне çирĕплетрĕ вăл. Çак кун Кивĕ Упи ялĕнче пурăнакансемшĕн чăннипех те уяв пулчĕ, урамрах тулăх сĕтел хатĕрленĕччĕ. Ялта çĕр ытларах кăна çын  пулсан та, ял пурăнать, аталанать, ӳсĕмсем тăвать…

2019 çулта май уйăхӗн 6-мĕшĕнче часавая официаллă светить туса ял кунне паллă тума палăртнă.

Юрий Адъютантов (Автор сăнӳкерчĕкĕсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Религия