Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кивҫене укҫа паракансем ҫине тапӑннӑ

Вӑл темиҫе хутчен офис йӗри-тавра пӑхкаласа ҫӳренӗ, кӳршӗри бара кӗнӗ, унти ҫынсенчен микрофинанс организацийӗн ӗҫӗ пирки ыйтса пӗлнӗ

  Полицейскисем микрофинанслав офисӗнчи ҫынсем ҫине ҫӗҫӗпе тапӑннӑ арҫынна тытса чарнӑ.

Хусанти полицин «Авиастроительный» уйрӑмне кредит организацийӗнче ӗҫлекен вӗсем ҫине тапӑнни ҫинчен пӗлтернӗ. Вӑл ӗнер кӑнтӑрла вӗсен офисне ҫӗҫӗ тытнӑ ҫамрӑк ҫын пырса кӗнӗ, вӑл пусассипе хӑратса укҫа пама хушнӑ. Хӗрарӑм хураха 32 550 тенкӗ панӑ.  

Хусанти УМВД пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, "Распуй" статйипе уголовнӑй ӗҫ пуҫарнӑ. Полицейскисем свидетельсенчен ыйтса пӗлнӗ, видеосӑнӑв камерисем ҫыртарнине пӑхса тӗпченӗ. Оперативниксем ҫамрӑк ҫын тапӑнӑва малтанах хатӗрленни ҫинчен калаҫҫӗ. Вӑл темиҫе хутчен офис йӗри-тавра пӑхкаласа ҫӳренӗ, кӳршӗри бара кӗнӗ, унти ҫынсенчен микрофинанс организацийӗн ӗҫӗ пирки ыйтса пӗлнӗ. 

Полицейскисем хурах кам пулнине часах пӗлнӗ. 23-ри ҫамрӑк тапӑннӑ вӑхӑтра тӑхӑннӑ курткине тата ҫӗҫҫине хӑйӗн ҫурчӗн маччинче пытарса хуни ҫинчен пӗлтернӗ. Куртки - юлташӗн пулнӑ, ӑна лешӗ мантарса хӑварнӑ пулнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев